Йывӑрлӑхра пӗччен хӑвармалла мар теҫҫӗ

Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчен республикӑри онкологи диспансерӗнче пациент шкулӗ ӗҫлет. Кун йышши проекта хальлӗхе ҫӗршывӗпе те пирӗн регионта ҫеҫ пуҫарнӑ.

Шел пулин те, онкологипе аптӑракансен шучӗ ӳссех пырать. Ҫулталӑкне республикӑра пурӑнакан 300 яхӑн хӗрарӑмӑн гинекологи енӗпе усал шыҫӑ пулнине тупса палӑртаҫҫӗ. Паянхи куна диспансерта ача ҫуратма пултаракан пӗр пин те 500 пациент учетра тӑрать. Ку чиртен сипленекенсене пулӑшу кӳрес, вӗсене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусемпе пӗччен хӑварас мар тӗллевпе йӗркеленӗ те ятарлӑ шкула.

Кун пек тӗлпулӑва республикӑри онкологи диспансерӗнче кашни уйӑхра йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӗҫ-пуҫа интернет урлӑ, куҫӑмсӑр майпа та хутшӑнма пулать. Ҫакӑ ытларах пациента хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене татса пама май парасса шанаҫҫӗ тухтӑрсем.

"Онкологири гинекологи ыйтӑвӗсем" шкулта хӗрарӑмсем тӗрлӗ специалистпа канашлама пултарӗҫ. Вӑл шутра онколог, эндокринолог, психолог тата ытти те. Пациент шкулӗ нарӑс уйӑхӗнче хӑш кун иртессине ҫывӑх вӑхӑтра пӗлтерӗҫ.

 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров