Альбина Мышкина Шупашкарти 27-мӗш шкулта акӑлчан чӗлхи вӗрентет. Хӑй Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Анат Туҫара ҫуралса ӳснӗ. Тӑван тӑрӑхӗшӗн чунӗпе ҫунакан хӗрарӑм ял халӑхӗшӗн ҫав тӗри пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва хускатрӗ. Ялти Культура ҫуртне 5 ҫул каялла пушар тӗп тунӑ. - Унтанпа кунта пурӑнакансен пӗрле пуҫтарӑнма, пултарулӑха кӑтартма хӑйсен кӗтес ҫук, - тет Альбина Павловна.
Уявсене е тӗрлӗ ӗҫ-пуҫа хутшӑнма ял ҫыннисем ытларах чухне ҫывӑхри Туҫа клубне е центра, Патӑрьеле, ҫӳреҫҫӗ. Культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова пӗлтернӗ тӑрӑх, Анат Туҫара Культура ҫурчӗ тӑвассине ҫитес виҫӗ ҫуллӑха йышӑннӑ патшалӑх программине кӗртмен. Ҫапах ку ыйтӑва татса парас шанӑҫ ҫук мар. Анат Туҫара пуҫламӑш шкул пур. 2026-мӗш ҫултан унта вӗренекенсем Туҫари шкула ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫурт пушанать, ӑна Культура ҫурчӗ валли усӑ курма май пулассине палӑртрӗ Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева.
Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Туҫаран ҫитнӗ Ираида Васильевӑна вара ача-пӑчӑ лаптӑкӗ ҫукки пӑшӑрхантарать. Территори уйрӑмӗн ертӳҫи Валерий Никонов палӑртнӑ тӑрӑх, ялшӑн вӑл питӗ пӗлтерӗшлӗ объект. Проекчӗ хатӗр, ӑна пурнӑҫа кӗртме укҫа кирлӗ.
Алла Салаева туҫасене халӑх пуҫарӑвӗн программине кӗме сӗнчӗ. Ҫитес вӑхӑтра проектсене йышӑнма пуҫлаҫҫӗ. Депутат тӗл пулӑва килнисен кашнин ыйтӑвне татса пама шантарчӗ.
Диана Иванова, Вадим Владимиров.