Юханшыв, кӳлӗ таврашӗ ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма хистет

Ҫӑлавҫӑсем, пӗчӗк калӑпӑшлӑ кимӗсен инспекцийӗнче тӑрӑшакансем шыв-шур тӗлӗнче хӗлӗн-ҫӑвӗн сыхӑ тӑраҫҫӗ темелле. Шыв ҫинче ҫӑлассипе тимлекен Пӗтӗм Раҫҫейри пӗрлешӳ те Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствипе тачӑ ҫыхӑнура.  Ҫак организацин Чӑваш Енри уйрӑмӗ ҫулталӑкри ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетрӗ.

Шыв хӗрринчи кану йӗркисене пӗчӗккисен те, мӑн ҫынсен те лайӑх чухламалла. Инкеке лекнӗ тепӗр ҫынна курсан та ҫухалса каймасӑр вӑхӑтлӑ та тӗрӗс пулӑшу пама пӗлмелле. Шыв ҫинче ҫынсене ҫӑлассипе ӗҫлекен пӗрлешӗве ертсе пыракан Дмитрий Кузьмин палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулла уйрӑмах хӗрӳ вӑхӑт.

Хӑйсен ирӗкӗпе пархатарлӑ ӗҫе кӳлӗннисен тӗллевӗ - халӑх канакан вырӑнта ҫӑлавҫӑсемпе пӗрле кулленех хурал тӑрасси, юханшывсем тӑрӑх ҫула тухса ҫырана тимлесси.

Шкул ачисемпе, сатике ҫӳрекенсемпе, лагерьте канакансемпе те "ВОСВОД" хастарӗсем тӗл пулсах тӑраҫҫӗ. Хӑрушлӑх ҫинчен каласа панипе кӑна мар, путакан ҫынна ҫӑласси мӗнле пулса иртнине те кӑтартса параҫҫӗ.

Хӗл ларнӑ тапхӑрта е ҫанталӑк ҫуркунне енне сулӑнсан ҫӑлавҫӑсемшӗн тепӗр яваплӑ вӑхӑт. Ҫынсем кирлӗ чухлӗ ҫирӗпленмен пӑр ҫине тухаҫҫӗ. Уйрӑмах пулӑҫсем асӑрханулӑх пирки манаҫҫӗ, тимлӗхе ҫухатаҫҫӗ. Пӑр катӑлса йышӗпех юхтарса кайма пуҫлани  те пӗрре мар пулнӑ республикӑра. Ҫавӑнпа пӗрлешӳ хастарӗсем пулӑра ларакансене хӑрушсӑрлӑх пирки аса илтернисӗр пуҫне путакан ҫынна епле хӑтармаллине те вӗрентеҫҫӗ. Паллах, пулӑшакансемсӗр май ҫук. Республикӑри тӗрлӗ шкулта, техникумсенче пӗрлешӳре тӑракан волонтерсем пур.

Вӗсем аслӑ юлташӗсемпе пӗрле хурал та тӑраҫҫӗ, хӑйсенчен кӗҫӗннисемпе калаҫусем ирттереҫҫӗ. Пӗрлехи ӗҫӗн кӑтартӑвӗ те аван. 10-15 ҫул каяллахипе танлаштарсан путса вилекенсен шучӗ самай чакнӑ.

2024-мӗшне пӗтӗмлетсе ҫитес ҫула тӗллевсем лартнӑ май ҫӑлав ӗҫне хастар хутшӑнакансене чысларӗҫ. Ҫак йышра профессине ҫынсене инкекре хӑтарас ӗҫе халалланисем те, ҫамрӑксем те пур.


Алиса Александрова