Ырӑ ӗҫе студентсем 3 уйӑх каялла пуҫланӑ. Ку сӗнӳпе хулари "Солдату из дома" волонтерсен ушкӑнӗ техникумри производство вӗрентӗвӗн маҫтӑрӗ патне тухнӑ. Вӗсем икӗ ҫул ытла салтаксем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтараҫҫӗ, типӗ яшка та хатӗрлеҫҫӗ. "Ӗҫӗ нумай. Ушкӑн вара пысӑках мар. Ҫавӑнпа вӗренекенсене явӑҫтарас шухӑш ҫуралчӗ", - тет Олеся Петрова волонтер. Халӗ хастарсем типӗтнӗ ҫимӗҫе студентсем хутаҫсене тултарса пулӑшаҫҫӗ.
Студентсем конвейер пек ӗҫлеҫҫӗ, хутаҫсем хӑвӑртах тулса пыраҫҫӗ. Сӑмах май, кунта пурте пулас поварсем. Вӗсем хӑш-чухне кирлӗ сӗнӳсем те параҫҫӗ. "Хӑвӑрт пулакан вӗри апата ҫинӗ чухне пирӗн ентешсем кил ӑшшине туйччӑр, вӑй-хӑват илсе малалла талпӑнччӑр", - теҫҫӗ ҫамрӑксем.
Диана Иванова, Михаил Солин