Йӗпреҫсем Правительство Кунӗнче аталану ҫул-йӗрне сӳтсе яврӗҫ

Туристсене илӗртессипе тӗллевлӗ ӗҫлӗҫ, ҫакна валли пӗтӗм май пур. Сӑмах Йӗпреҫ тӑрӑхӗ пирки пырать. Унӑн аталанӑвне сӳтсе явма округ администрацине Республика Правительствинче ӗҫлекенсем пухӑнчӗҫ. 

Правительство кунӗ йӑлана кӗнӗ йӗркепе муниципалитетӑн иртнӗ ҫулсенчи ӗҫ кӑтартӑвӗсене тишкернинчен пуҫланчӗ. Йӗпреҫ округӗн бюджета кӗрекен налук тӳлевӗсем ӳснӗ. Кунта Мӑ-12 ҫула туни ырӑ витӗм кӳнӗ. Ҫакӑнпа усӑ курмаллине палӑртрӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Аслӑ ҫул ҫывӑхра пулни туризма аталантарма хушма майсем туса парать. Йӗпреҫ тӑрӑхӗ "Наци турмаршручӗ" проекта пурнӑҫа кӗртекен муниципалитетсенчен пӗри. Кунта вӑрманлӑ парк тума палӑртнӑ. Унта палатка лартса канмалли вырӑн та, хӑтлӑ хӑна ҫурчӗсем те пулӗҫ.

Республикӑн социаллӑ-экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программипе килӗшӳллӗн, ял хуҫалӑхӗнче те йӗпреҫсем пысӑк проект пурнӑҫа кӗртесшӗн. "Красный партизан" хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗх комплексӗ хута ярас тӗллевлӗ. Кунтах чӗр тавара тирпейлекен производство уҫмалла. Ҫак проектӑн хакӗ - 200 миллион тенке яхӑн. Ял тӑрӑхӗсене хӑтлӑх кӳрес тӗлӗшпе те ҫине тӑрса ӗҫлемелле. Пилӗк ҫул хушшинче Йӗпреҫ округӗнче 9 клуб тума тата юсама, сывлӑх сыхлавӗн  5 учрежденине ҫӗнетме, Кӗлӗмкассинчи шкул ҫуртне юсама,  нумай ӗҫ тӑвакан ҫемье центрӗ уҫма палӑртнӑ.

Ҫитес Правительство кунӗ Етӗрне округӗнче иртӗ.

 

Екатерина Фомина, Юрий Марков