Вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансемшӗн ҫулла - хӗрӳ вӑхӑт. Пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулни вӗсене кунӗн-ҫӗрӗн сыхӑ тӑма хистет. Вут-ҫулӑма сӳнтерес ӗҫри ӑсталӑхне туптама йӑлана кӗнӗ конкурс пулӑшать. Кӑҫал вӑл 11-мӗш хут иртрӗ. Тупӑшӑва хутшӑнакансене Йӗпреҫ вӑрман хуҫалӑхӗ йышӑнчӗ.
Конкурс икӗ пайран тӑрать. Малтан вут-ҫулӑма хирӗҫ кӗрешекенсен пӗлӗвне тӗрӗслерӗҫ. 40 ыйтӑва 20 минутра хуравламалла пулчӗ вӗсен. Унтан ӑсталӑхне ӗҫре тӗрӗслерӗҫ. Вӑрман пушарне сӳнтерме йывӑр та кӑткӑс. Хӑюллӑ, чӑтӑмлӑ, вӑйлӑ пулмалла. Арҫынсен 100 метра чупса тухма, кӗлеткене ал вӑйӗпе ҫӗклеме, турник ҫинче туртӑнма тиврӗ. Пушар сӳнтерме пӗлнине те кӑтартрӗҫ. Тупӑшу хӗрӳ иртрӗ. Вӑрман хуралӗнче тӑракансенчен тӳресем ҫирӗп ыйтрӗҫ.
Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑрту Красноярск тӑрӑхӗнче авӑн уйӑхӗнче пулать. Чӑваш Ен чысне унта Шӑмӑршӑ вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен Марат Азизов хӳтӗлӗ. Республика конкурсӗнче вӑл ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗ.
Екатерина Фомина, Антонина Капитонова, Виктор Степанов