Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне Василий Иванова юбилей медалӗпе чысларӗ

Кӑҫал нимӗҫ фашисчӗсене ҫапса аркатнӑранпа 80 ҫул ҫитет. Василий Ивановича 1943-мӗш ҫулта салтака кайма ят тухнӑ. Ун чухне вӑл 17-ре пулнӑ.

Тӑшмана ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн Яппун вӑрҫине хутшӑннӑ. Пӗрремӗш Инҫетхӗвелтухӑҫ фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, артиллерист пулнӑ. "Японие ҫӗнтернӗшӗн" медале тивӗҫнӗ Василий Иванов. Корея правительствин "Ҫурҫӗр Корейӑна ирӗке кӑларнӑшӑн" медальне те илнӗ. Ытти награда та чылай. Вӗсен ҫумне халӗ тата тепӗр медаль хушӑнчӗ.

Василий Иванович кӑҫал 99 тултарать. Мӑшӑрӗпе Ульяна Сергеевнапа 5 ача ҫитӗнтернӗ. Ветеранӑн 8 мӑнук тата 9 кӗҫӗн мӑнук. Ҫара кайиччен вӑл колхозра тӑрӑшнӑ, фронтран таврӑнсан чукун ҫул ҫинче ӗҫленӗ. 

 

Екатерина Фомина, Юрий Марков