Ял хуҫалӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑскерсем

Ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑрӑва сӳтсе яврӗҫ, ҫулталӑкри ӗҫӗ-хӗлӗ, тӗллевӗсем пирки каласа кӑтартрӗҫ. Республикӑри агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулчӗҫ. Ҫамрӑксемшӗн эсир - тӗслӗх, - терӗ вӑл Правительство ҫуртне пухӑннӑ хастарсем пирки.  

Агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсемпе регион ертӳҫин тӗл пулӑвӗ йӑлана кӗнӗ. Ял хуҫалӑх аталанӑвне хӑйсен тӳпине хывнӑскерсен Пуҫлӑхпа сӳтсе явмалли яланах пур.

Ял хуҫалӑх ветеранӗсен союзӗ йӗркеленнӗренпе кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче 13 ҫул пулать. 600 ытла ҫынна пӗрлештерсе тӑрать вӑл. Республика пурнӑҫне, общество ӗҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ, ял хуҫалӑх аталанӑвӗпе те кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫӗр ӗҫченӗсен иртнӗ ҫулсенчи кӑтартӑвӗсемпе пухӑннисене Сергей Артамонов министр паллаштарчӗ. 5 ҫул каялла Чӑваш Ен Атӑл тӑрӑхӗнчи федераци округӗнче нумай енӗпе кайрисен ретӗнче пулнӑ пулсан, халӗ лару-тӑру тӗпрен улшӑннӑ. Ял хуҫалӑх продукципе хамӑра  туллин тивӗҫтеретпӗр. Техника паркӗ ҫӗнелсех пырать. Пӗр гектар пуҫне тивекен патшалӑх пулӑшӑвӗ те пирӗн республикӑра ытти регионсемпе танлаштарсан пысӑкрах. Кӑҫалтан вара ҫӗнӗ йышши грантсемпе субсидисем вӑя кӗнӗ. - Отрасль кал-кал аталанса пыни куҫкӗрет, - терӗҫ ветерансем. Ял хуҫалӑх предприятисене вӗсем тӑтӑшах тухса ҫӳреҫҫӗ. Ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ӗҫрен те айккинче юлмаҫҫӗ.  Тӗл пулура Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ ӗҫ-пуҫа та сӳтсе яврӗҫ.  

Ял хуҫалӑх ветеранӗсен пӗрлӗхӗ "Ӑрусен патриотизмӗн эстафетине" йӗркелеме йышӑннӑ. Вӗренӳ заведенийӗсенче паттӑрлӑх урокӗсем, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксемпе тӗл пулусем ирттерессе пӗлтерчӗҫ хастарсем.

 

Екатерина Фомина, Михаил Солин