Тури Чакӑ ялӗнче пурӑнакансем Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ культура керменӗнче савӑнӑҫлӑ уявпа кӗтсе илчӗҫ. "Культурӑна аталантармалли" республика программи пулӑшнипе кунта иртнӗ ҫул ҫак хӑтлӑ ҫурта хута янӑ. Пурӗ 62 миллион та 120 пин тенкӗ тӑккаланӑ. Вӑл шутран 52 миллионӗ республика бюджетӗнчен, 9 ытли вырӑнти хыснаран. Ҫӗнӗ кермен ял халӑхне хӑйӗн илемӗпе тата хӑтлӑхӗпе савантарать.
Клубра куракансен залне 100 вырӑнлӑ тунӑ. Ҫавӑн пекех артистсен пӳлӗмӗ, вестибюль, хывӑнса тӑхӑнмалли кӗтес, санитари пӳлӗмӗсем пур. Кунтах библиотека та вырнаҫнӑ. 21-мӗш ҫулта пуҫарнӑ программӑпа Чӑваш Енре иртнӗ 5 ҫулта ҫеҫ 452 культура учрежденине ҫӗнетнӗ: юсаса кирлӗ хатӗрпе тивӗҫтернӗ. 45 ҫӗнӗ учреждени тунӑ. Вӑл шутран 18-шне пӗлтӗр. Туричакӑсемпе пӗрлех Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне тата Шупашкар тӑрӑхӗсенче ҫӗнӗ клубсем уҫрӗҫ. Пӗр-пӗринпе вӗсем видеокӗпер урлӑ ҫыхӑнчӗҫ. Пухӑннисене савӑнӑҫлӑ самантпа Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ.
Уяв кунӗ Олег Алексеевич 4 муниципалитета нумай функциллӗ автоклуб уҫҫисем пачӗ. Ҫӑмӑллӑнах ҫценӑна ҫаврӑнакан автобуссене кирлӗ хатӗрпе тивӗҫтернӗ. Куҫса ҫӳрекен культура центрӗсем Улатӑр, Куславкка, Комсомольски тата Елчӗк тӑрӑхӗсене кайрӗҫ.
Сӑмах май, 2022-мӗш ҫулта Чӑваш Енре ҫакӑн евӗр 2 автоклуб ҫеҫ пулнӑ. Халӗ вара 10. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе малалла та тӑсма палӑртнӑ. Залра Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Патӑрьелти 1-мӗш шкулта вӗренекен 9 ҫулти Самир Черноносовӑн ҫутӑ ӗмӗтне те пурнӑҫларӗ. Сусӑр ача тахҫантанпах электросамокат пирки ӗмӗтленнӗ. Ҫавӑн пекех уявра пуҫлӑхсемпе культура тытӑмӗнче тӑрӑшакансене, ятарлӑ ҫар операцине пулӑшакансене чысларӗҫ. Хӑнасем вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗсемпе Хӗл Мучисен ушкӑнӗн концертне курса савӑнчӗҫ.
Алексей Енейкин, Вадим Владимиров