Ял ҫӗнӗрен вӑй илессе шанаҫҫӗ

Мускаври телейлӗ Матрона курӑнса каланӑ сӑваплӑ ӗҫ чӑваш ҫӗрӗнче пурнӑҫа кӗчӗ. Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Калиновкӑра "Турӑ амӑшӗн ҫухалнисене тупакан таса сӑнӗ" ячӗпе часовня хута кайрӗ. Ӑна халӑхпа пӗрле уҫрӗҫ.

Ҫак вӑрманлӑ таса ҫӗрте чиркӳ лартас шухӑш халӑхра 7 ҫул каялла ҫуралнӑ. Ун чухне Мускаври Даниловски масарта ҫветтуй Матрона вил тӑприне пӑхса тӑракан пӗр хӗрарӑма тӗлӗк курӑннӑ. Унта ӑна телейлӗ ватӑ пулассине каланӑ. Халӑха кирлӗ ҫӗрте, Мускавран 700 ҫухрӑм хӗвел тухӑҫ енче вырнаҫнӑ вӑрманлӑ тӗлте чиркӳ куратӑп тенӗ. Кӗлӗ ҫурчӗ халӑха ҫав тери кирлӗ пулнине палӑртнӑ. Чӑнах та, 7 ҫул иртсен таса Матрона курӑнса кӑтартнӑ вырӑнта тӑпӑл-тӑпӑл чиркӳ туса лартнӑ. Ӑна Турӑ амӑшӗн вилнисене тупма пулӑшакан таса сӑнӗ ячӗпе уҫрӗҫ.

Нумай пулмасть хута янӑ чиркӗве Йӗпреҫ тӑрӑхӗн благочиннӑйӗ Пётр Иванов протоиерей сӑвапларӗ. Ҫакӑ ку тӑрӑхри ялсенче пурӑнакансене шанӑҫ паракан савӑнӑҫлӑ пулӑм пулнине палӑртрӗҫ пухӑннисем. 1938-мӗш ҫулта Ворошилов ячӗпе никӗсленсе каярахпа Калиновка ят илнӗ ял халӑхӗ ӗлӗкренех чиркӳ тума ӗмӗтленнӗ иккен.

Вӑл вӑхӑтра ку тӑрӑхра йӗркеллӗ ҫул та пулман. Ҫавах та, ял-йыш халӑхран юлмасӑр ҫын эретлӗ пурӑнма тӑрӑшнӑ. Колхозра, бригадӑра вӑй хунӑ.

Березовка тӑрӑхне кӗрекен Калиновкӑра хӑй вӑхӑтӗнче 85 хуҫалӑх пулнӑ. Кашни килтех пурнӑҫ кӗрлесе тӑнӑ. Ҫапах та, ҫулсем иртнӗ май ҫамрӑксем ырӑ пурнӑҫ шыраса хуласене туртӑнма пуҫланӑ. Хӑшӗ-пӗри ытти регионсенех тухса кайнӑ. Ҫавах та, шанӑҫ пӗтмен-ха.

Ҫавах та, ҫамрӑксенчи пуласлӑха курса ял ҫӗнӗрен вӑй илессе шанаҫҫӗ кунта. Часовня, шӑпах, Турра ӗненекен халӑха тӑван тӑрӑха илӗртме пулӑшӗ.

 

Алексей Енейкин, Олег Цыпленков