Выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурнӑҫ урӑх никамӑн та курмалла ан пултӑр

Вӗренӳ миниcтерстви пуҫарнипе нумай пулмасть "Вӑрҫӑ ачисем. Аса илнинчен" кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ӑна Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче пахаларӗҫ. Кӗнекене хаклакансен йышӗнче Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та пулчӗ. 

Хаяр вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫитӗннисем ачалӑх мӗн иккенне те пӗлмен. Вӗсем аслисемпе танах ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ - тыр-пул ӳстернӗ, заводсенче вӑй хунӑ. Любовь Тафаева халӗ 88-та. Выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурнӑҫ урӑх никамӑн та курмалла ан пултӑр, тет. Любовь Павловнан аса илӗвӗсем те кӗнекере пур. Материал пухас ӗҫе республикӑри мӗн-пур шкулти вӗренекенсем хутшӑннӑ, хӗрлӗчутайсем те хастар пулнӑ.  
Кӗнеке хальхи ачасене хайсен танташӗсем вӑрҫӑ ҫулӗсенче мӗнле нуша тӳснине аса илтерет, мирлӗ пурнӑҫа хаклама вӗрентет.

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  ачасем историшӗн пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тунине, тепӗр 100 ҫултан ҫак кӗнеке сумӗ вун-вун хут ӳснине палӑртрӗ. Материал пухма хутшӑннӑ вӗрентекенсемпе шкул ачисене дипломсемпе Тав ҫырӑвӗсем парса чысларӗ. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров та кӗнекене пысӑка хурса хакларӗ, хӑш-пӗр асаилӳсене вуласа пачӗ. Издание 200 экземплярпа кӑларнӑ. Малтанах ӑна республикӑри библиотекӑсене ҫитерӗҫ.

 

Надежда Александрова, Виктор Степанов