"Время СВОих" программӑпа килӗшӳллӗн Правительство Ҫуртӗнче "Наставник кунӗ" иртрӗ

Регионти влаҫ тытӑмӗнчи  пур ертӳҫӗ пекех Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ятарлӑ ҫар операци ветеранӗн, саппасри офицерӑн Руслан Валиуллинӑн наставникӗ пулӗ.

Вӗсем пӗрремӗш хут 2022-мӗш ҫулта тӗл пулнӑ. Олег Николаев гуманитари пулӑшӑвӗпе ҫар вырӑнне ҫитсе килнӗччӗ. Шӑпах ун чухне вӑл салтакпа курнӑҫнӑ. Олег Алексеевич Руслан Валиуллин лайӑх командир пулнине тӳрех палӑртнӑ. Халӗ Республика Пуҫлӑхӗ ӑна ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата ветерансене пулӑшас ыйтусемпе ӗҫлекен пулӑшуҫи тивӗҫне шанса парас тӗллевлӗ. Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, Руслан Валиуллинӑн опычӗ яваплӑ ведомствӑсемпе пӗрлешӳсен ӗҫне вӑйлатма пулӑшӗ. 
Регион ертуҫин ҫӗнӗ пулӑшуҫи "Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фондпа килӗштерсе ӗҫлӗ. Унта ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсене, ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа пурнӑҫран уйрӑлна салтаксен ҫемйисене пулӑшаҫҫӗ.

"Ман вӗрентекен Олег Алексеевич пулнӑшӑн хӗпӗртетӗп. Вӑл опытлӑ ертӳҫӗ. Хама шанса панине тӳрре кӑларма тӑрӑшӑп", терӗ Руслан Валиуллин.  Аса илтеретпӗр, "Время СВОих" программӑна 33 ҫын кӗнӗ. Вӗсене патшалӑх тата муниципалитет службине ӗҫе вырнаҫма хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсен йышӗче Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи "Кузьмич" хушма ят илнӗ гварди сержанчӗ те.

Вӗренӳ программи 4 пайран тӑрать. Унта тренингсем, лекцисем, ӑсталӑх урокӗсем кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех практика тӗрӗслевӗ те пулать.

 

Диана Иванова, Борис Андреев