"Время СВОих" программӑна хутшӑнакансем вӗрентекенӗсемпе хӑйсен малашнехи ҫул-йӗрне палӑртаҫҫӗ

Вӗренӳ проекчӗн пӗрремӗш тапхӑрне 33 ҫын кӗнӗ. Вӑл шутра Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи "Кузьмич" хушма ят илнӗ гварди сержанчӗ те. Унӑн наставникӗ - Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева.

"Кузьмич" ятарлӑ ҫар операцине хӑй ирӗкӗпе 2023-мӗш ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче кайнӑ. Ҫак утӑма тума ашшӗ панӑ воспитани витӗм кӳнӗ. Вӑл Шалти ӗҫсен министерствинче 26 ҫул ӗҫленӗ. Виҫӗ ывӑлне те мӗн ачаран тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентнӗ. Пирӗн йӑхра нумайӑшӗ хӑйсен пурнӑҫне ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ, тет штурм взвочӗн командирӗ. Хӗрӳ вырӑнта салтак икӗ хутчен мина ҫинче сирпӗннӗ. Йывӑр амансан та сывлӑхне кӑштах ҫирӗплетсен каллех ҫарти юлташӗсем патне таврӑннӑ.

Гварди сержанчӗ темиҫе хулана ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. Авдеевкӑри мирлӗ ҫынсене вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ. Ҫакӑншӑн салтака "Хӑюлӑхшӑн" медальпе тата "Георги хӗресӗпе" наградӑланӑ. Ҫавӑн пекех Суворов, Жуков медалӗсене тивӗҫнӗ, ытти сумлӑ наградӑсем те пур. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫамрӑк повар-технолога вӗренсе тухнӑ. Шупашкарти пӗр кафере ӗҫленӗ. Ятарлӑ ҫар операцине кайиччен вара Власиха хулинче поварта тӑрӑшнӑ. Паянхи кун та унта шутланса тӑрать. Тӑван тӑрӑхра салтак икӗ уйӑх ӗнтӗ. Мирлӗ пурнӑҫа хӑнӑхса пыратӑп, тет вӑл.

"Время СВОих" программӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫленисем патшалӑх тата муниципалитет службине ӗҫе вырнаҫма пултараҫҫӗ. "Кузмич" наставникӗ - Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева. Вӑл пулас ертӳҫӗне май килнӗ таран пулӑшса пырӗ. Хальхи тӗл пулура ҫывӑх вӑхӑтра аслӑ шкула вӗренме кӗрессине,  мӗнле специальнӑҫ ҫывӑхраххине сӳтсе яврӗҫ. "Кунта вӗрентекен кӑна мар, тус-юлташ пулмалла. Вара ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пултарӑпӑр", - терӗ Алла Салаева.

 

Диана Иванова, Виктор Степанов