Нимӗҫ фашисчӗсене ҫапса аркатнӑранпа кӑҫал 80 ҫул пулать. Филармони залӗн пӗрремӗш ретӗнче - Аслӑ ҫӗнтерӗве туптама пулӑшнисем. Хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенче иртнӗ ачалӑхӗ пирки аса илсен ветерансен куҫҫуль тухать. Агриппина Васильевна Охотина Елчӗк тӑрӑхӗнчен. 10 ҫулти хӗрача аслисемпе танах колхозра ӗҫленӗ.
Елизавета Александровна Иванова та нуши-тертне сахал мар курнӑ. Амӑшӗсӗр тӑватӑ пӗртӑван юлнӑ вӗсем. Вӑрман каснӑ ҫӗрте те ӗҫленӗ, авӑн та ҫапнӑ.
Уявӑн хисеплӗ хӑнисене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн юбилейлӑ медалӗпе чысларӗ. Фронтовиксене, тыл ӗҫченӗсене, вӑрҫӑ ачисене - пурне те пысӑк тимлӗх уйӑрӑпӑр, - терӗ регион ертӳҫи ветерансене тав тунӑ май.
Республикӑра паянхи кун Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, тыл ӗҫченӗсем, тӑлӑха юлнӑ салтак арӑмӗсем, концлагерьсенче пулнисем, Ленинград блокадине чӑтса ирттернисем - пурӗ 3 пин ытла ҫын пурӑнать. Майӑн 9-мӗшӗ тӗлне пурте укҫан пулӑшу илӗҫ. Унсӑр пуҫне пирӗн республикӑра вӑрҫӑ ачисене те тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫак ята тивӗҫнӗ 40 пине яхӑн ҫынна регион хыснинчен пӗр хутчен пилӗкшер пин тенкӗ тӳлеме йышӑннӑ.
Хальхи вӑхӑт паттӑрӗсем те - хисепре. Ятарлӑ ҫар операцине вун-вун чӑваш салтакӗ хутшӑнать. Нумайӑшӗ - хӑйсен ирӗкӗпе. Алексей Ростовцев 2022-мӗш ҫулта фронта тухса кайнӑ. Раҫҫей Президенчӗн Указӗпе ӑна Жуков медалӗпе наградӑларӗҫ. Руслан Валиев вара "Паттӑрлӑхшӑн" медале тивӗҫрӗ.
Ҫӗнтерӳ тата патриотизм ҫулталӑкӗнче нумай ӗҫ-пуҫ ирттерме палӑртнӑ. Ҫав шутра ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парасси пӗлтерӗшлӗ. Чӑваш Енре халӗ кадет, ҫамрӑк армеецсен, юхӑмӗсем аталанаҫҫӗ, шырав отрячӗсем те астӑвӑма упраса хӑварас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ куравсемпе концертсем, спектакльсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ. Вӗренӳ министерстви "Салтак ҫырнӑ виҫкӗтеслӗ ҫырусем" акци пуҫарать. Шкул ачисен ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле ҫемье архивӗнче упранакан ҫырусене тупса тишкермелле пулать. Унтан вӗсене пухса кӗнеке кӑларма палӑртнӑ.
Екатерина Фомина, Михаил Солин