13-мӗш ӗмӗрте тутар-монголсем Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне аркатнӑ чух ку тӑрӑха Упи ятлӑ ҫар пуҫӗ хӑйӗн ҫыннисемпе куҫса килнӗ. Мӑн Ҫавал хӗрринчи сӗм вӑрманта крепоҫ ҫӗклесе Упи ялне никӗсленӗ.
Ҫулсем, ӗмӗрсем иртнӗ май халӑх йышланса, ялсемпе пуянланса пынӑ. Упи вара 250 ҫул вулӑс центрӗ пулнӑ, Етӗрне уесӗнчи чи сумлӑ тӑрӑхсенчен пӗри шутланнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче Чӑваш автономийӗ 10 ҫул тултарнӑ чух Ҫавалпа Шетмӗ тата Ункӑ тӑрӑхӗнчи ялсем Красноармейски районне чӑмӑртаннӑ. Тарават халӑх аталанса пынӑ май республика сумӗ те ӳссе пынӑ. Ку тӑрӑхран тухнӑ паллӑ ҫынсем Чӑваш Ене пур енлӗ ҫӗкленӗ. Уйрӑмах вӗсем культурӑра, литературӑпа искусствӑра палӑрнӑ.
Паянхи Трак тӑрӑхӗ ял хуҫалӑхӗпе спортра та, вӗренӳпе промышланнӑҫ аталанӑвӗнче те пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрать. Муниципалитетра пурӑнакансене министрсемпе кӳршӗллӗ район ертӳҫисем, депутатсем саламларӗҫ.
Республика Пуҫлӑхӗн администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Степанов регион ертӳҫин салам ҫырӑвне вуласа пачӗ. Красноармейски тӑрӑхне аталантарас ӗҫре ырми-канми вӑй хуракансене тав хучӗсемпе чысларӗ. Муниципалитетри ял тӑрӑхӗсем вара тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ туса ирттерме пулӑшакан укҫа-тенкӗ сертификачӗсене тивӗҫрӗҫ.
Тракенсем кӑҫал тепӗр пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫе кӳлӗнесшӗн. Упи ял ҫывӑхӗнче авалхи несӗлсен крепоҫне ҫӗклеме палӑртнӑ. Вӑл туристсене илӗртекен историллӗ вырӑн пулӗ. Хальхи вӑхӑтра кунта 9 археологи палӑкне ҫирӗплетнӗ. Ӗлӗкхи пурлӑха упранипе пӗрлех красноармейскисем пур ӗҫре те кун-ҫул уттинчен пӗр-ик утӑм маларах пыма тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑн та, ҫак ҫулсенче ҫамрӑк пуҫлӑхпа пӗрле Трак Ен сулмаклӑ утӑмсем тӑвать. Ерипен пушанса пыракан ялсенчи ҫамрӑксене пӗрле чӑмӑртаса тӑван тӑрӑхне ҫӗклессишӗн тӑрӑшать. Уписем ҫак ӗҫре уйрӑмах тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ.
Уяв кунӗ Упи ялӗнче пысӑк концерт иртрӗ. Красноармейскисене район 90 ҫул тултарнӑ ятпа паллӑ юрӑҫсем саламларӗҫ.
Алексей Енейкин, Михаил Солин