Чӑваш Енре хӑйсен ирӗкӗпе пушара хирӗҫ кӗрешекенсен ушкӑнӗнче 1500 ҫын тӑрать. "Хӗрлӗ автан" алхасма пуҫласан вӗсем тӳрех вырӑна васкаҫҫӗ. Кӑҫал 300 ытла хутчен пушар тухнӑ, вӑл шутран 15-шне хастарсем хӑйсен вӑйӗпе сӳнтерме пултарнӑ. Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Березовка ялӗнчи ушкӑн пӗлтӗр йӗркеленнӗ. Унӑн ертӳҫи Вячеслав Раевский вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшать. Пушар дружининче паян 7 ҫын. Вӗсем 7 яла пӑхса тӑраҫҫӗ. Хӑйӗн тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн Вячеслав Раевский Раҫҫей Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Хисеп грамотине тивӗҫрӗ.
Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Хутартан ҫитнӗ Алексей атте вара республикӑра, ҫӗршыв шайӗнче иртекен ӑмӑртура пӗрре мар палӑрнӑ. Хальхинче те Пукрав Турӑ Амӑшӗн чиркӗвӗн настоятелӗ "Чи лайӑх пушарнӑй" ята ҫӗнсе илчӗ.
Вӑл ертсе пыракан ушкӑн та чи лайӑххисен ретӗнче пӗрремӗш вырӑна тивӗҫрӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра вара кӑҫал Алексей атте 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫре вӑл 10 ҫул. Пушар дружинине йӗркелесе яма ӑна чиркӗве ҫӳрекен пӗр хӗрарӑм ҫурчӗ ҫунса кайни хистенӗ. Техника паркӗнче халӗ 2 автоцистерна тата мотопомпа пур. Ырӑ ӗҫ тӑвакансем Хутар, Якуртушкӑнь, Тӑванкас, Турхан, Юманай ял тӑрӑхӗсене тимлесе тӑраҫҫӗ.
Сыхӑ тӑракансем хӑш чухне пулӑшу киличченех вут-ҫулӑма сӳнтереҫҫӗ. Етӗрне тӑрӑхӗнчи Качикассинчи ушкӑн та инкек тухнӑ вырӑна никамран малтан ҫитме тӑрӑшать. 43-мӗш пушар чаҫӗ ял хастарӗсене ЗиЛ-131 маркӑллӑ машин уйӑрса панӑ. Ӑна вӗсем юсаса йӗркене кӗртнӗ. Качикассинчи пушар дружини республика конкурсӗнче 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗ.
Хӑйсен ӗҫӗнче палӑрнисене чун ыйтнипе ялсенчи хӑрушсӑрлӑха тимлесе тӑнӑшӑн тав турӗҫ. Яваплӑ ӗҫре малашне те хастар пулма сунчӗҫ.
Диана Иванова, Михаил Солин