Вӗренӳ туризмне аталантараҫҫӗ

Чӑваш Ен "Классная страна" программӑпа ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫулҫӳрев проекчӗ хатӗрлекен 21 регион йышне кӗнӗ. Унӑн тӗллевӗ - вӗренӳ туризмне аталантарасси. Пирӗн республикӑра 5 маршрут йӗркеленӗ. Халӗ вӗсене экспертсем тӗрӗслеҫҫӗ.

Рельссемсӗр ҫӳреме пултаракан пӑравусран кӳлемӗш те кӑсӑклӑрах курӑнать. Ҫӗмӗрле  хулинчи 1-мӗш тата  Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулсенче вӗренекенсем программӑна хатӗрлес ӗҫе хастар хутшӑннӑ, мӗнле объектсене ҫитсе курассине хӑйсем сӗннӗ. "Чӑваш Ен халапӗсем" проекта республика тӗп хули 555 ҫул тултарнине халалланӑ. Хӗрлӗ тӳремре тата кӳлемӗш йӗри-тавра 5 пӗчӗк кӳлепе - чӑваш юмахӗсемпе литературинчи сӑнарсене вырнаҫтарнӑ. Кашниех хӑйӗн илемӗпе тыткӑнлать, ҫавӑн пекех интереслӗ истори упрать. Република культурипе тата халӑх йӑли-йӗркипе паллашакансене Чӑваш драма театрӗнче те хапӑлласа йышӑнаҫҫӗ.

Театрта ачасем сцена хыҫӗнче те пулса курчӗҫ. Музейри экспонатсемпе кӑсӑкланса паллашрӗҫ. Театр культура учрежденийӗ пулин те, ӑна пӗр-пӗр заводпа танлаштарма пулать. "Этно-остров" проекта тӗрӗслеме хутшӑннӑ кашни ача турист паспортне тивӗҫрӗ.

Чӑваш наци музейӗнче вара ачасене "Тӗрленӗ Раҫҫей карти" экспозици тыткӑнларӗ. Вӗсене ҫак хӑйнееверлӗ экспоната мӗнле пуҫтарни, миҫе тӗрӗҫӗ яваплӑ ӗҫе хутшӑнни, халӗ картта валли ятарлӑ музей тума пуҫлани пирки каласа кӑтартрӗҫ.

Кунӗпе мӗн курса ҫӳренине экспертсем тата шкул ачисем пӗрле сӳтсе яврӗҫ. Кашниех хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ. Проекта хатӗрлекенсенчен пӗри, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкулта вӗренекен  Полина Муляева, маршрута тӗрӗс йӗркеленӗ тесе хакларӗ. Хӗрачапа унӑн тантӑшӗсем  ку поректа ҫу уйӑхӗнче Мускавра хӳтӗлеме хатӗрленеҫҫӗ.

 

Надежда Александрова, Святослав Петров