Вӗренекенсене рабочи тата инженер профессийӗсемпе паллаштараҫҫӗ

Тӗп тӗллев - тӗрлӗ предприятире тӑрӑшакансен сумне ӳстересси тата кадр ыйтӑвне татса парасси. Ҫамрӑксен пӗр ушкӑнӗ Шупашкарти вӑйӑмлӑ  агрегатсен заводӗнче пулса курчӗ.

1-мӗш гимназире вӗренекенсем Вӑйӑмлӑ агрегатсен заводӗнче пӗрремӗш хут. Цехра тимӗр конструкцисемпе тӗрлӗ пай чылай. Вӗсем тракторсем, погрузчиксем тата ытти техника тума кирлӗ. Ачасене станоксем кӑтартрӗҫ, вӗсемпе мӗнле ӗҫлемеллине  ӑнлантарса пачӗҫ. Экскурси вӑхӑтӗнче вӗренекенсем заводра кӑларакан мӗн пур продукципе паллашрӗҫ. Кунта, сӑмахран, складра ӗҫлемелли техника та пуҫтараҫҫӗ. Ӑна пӗтӗмпех кунти специалистсем шутласа кӑларнӑ. Ачасем руль умне те ларса пӑхрӗҫ.

Шупашкарти вӑйӑмлӑ агрегатсен завочӗ - погрузчиксем кӑларакан Раҫҫейри пӗртен пӗр предприяти. Кунта квалификациллӗ специалистсем - инженерсем, рабочисем питӗ кирлӗ. Ҫакӑн пек акцисем пулас кадрсене илӗртме пулӑшаҫҫӗ.

"Турникетсӑр эрнелӗхӗ" ятлӑ акцие ҫулталӑкне икӗ хут ирттереҫҫӗ - ака тата юпа уйӑхӗсенче. Кӑҫал унта нихҫанхинчен нумай ача хутшӑннӑ. Чӑваш Енри 20 предприятие 3 пин ытла вӗренекен ҫитсе курнӑ. Вӗсем малашне техникӑпа ҫыхӑннӑ профессисем суйласа илессе шанаҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем.

 

Надежда Александрова, Денис Пахмутов, Екатерина Янгалакова