Вӗренекенсем кунта тарӑн пӗлӳ илеҫҫӗ

Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева Раҫҫей Правительстви ҫумӗнчи финанс университечӗн филиалӗн - Канашри финанспа экономика колледжӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ. Ҫавӑн пекех вӑл влаҫ органӗсен ертӳҫисемпе вӗренӳ учрежденийӗн аталану ҫул-йӗрне сӳтсе яврӗ.

Ку вӗренӳ учрежденийӗн историйӗ пуян. Кӑҫал ӑна никӗсленӗренпе 94 ҫул ҫитет. Ҫак вӑхӑтра кунтан финанс тытӑмӗ валли 20 пин ытла специалист вӗрентсе кӑларнӑ. Вӗсем хушшинче паллӑ ертӳҫӗсем те пур. Хальхи вӑхӑтра колледжра 300 ытла студент пӗлӳ илет. Малашне вӗренекен шутне ӳстерес тӗллевлӗ.  

Кунта вӗренекен студентсем ҫулсерен тӗрлӗ шайри конкурссемпе фестивальсенче палӑраҫҫӗ. Колледжри пурлӑхпа техника никӗсне те ҫӗнетсех тӑраҫҫӗ. Ҫамрӑксем компьютер класӗсенче, виртуаллӑ хатӗрсемпе усӑ курса пӗлӗвне тарӑнлатаҫҫӗ.  

Колледж аталанӑвне сӳтсе явнӑ май, студентсене тӳрех темиҫе енпе пӗлӳ илме майсем туса памаллине палӑртрӗҫ. Финансист профессийӗпе пӗрле информатика специальноҫне алла илни хальхи пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ пулнине каларӗҫ. Ҫамрӑксене практика вӑхӑтӗнчех ӗҫе вырнаҫтарс, тӗллевлӗн вӗрентсе кӑларас ыйтусене те  пӑхса тухрӗҫ.

 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров