Вӗҫӗмсӗр колоннӑра - пурте пӗр йышри пек

Аслӑ уяв йӗркинчи тепӗр пӗлтерӗшлӗ пулӑм - "Вилӗмсӗр полк". Кӑҫал вӑл темиҫе ҫулхи тӑхтав хыҫҫӑн йӑлана кӗнӗ йӗркепе иртрӗ. Шупашкарта 30 пин ҫын тӑванӗсен сӑн ӳкерчӗкӗсене йӑтса хулан тӗп урамӗсемпе утса тухрӗ. 

Чӑваш Енрен Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме 208 пин ҫын тухса кайнӑ. Вӗсенчен ҫурри  вӑрҫӑ хирӗнчех выртса юлнӑ. Тылра та ҫӑмӑл пулман - ватти-вӗтти Ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе хӑйсене шеллемесӗр тӑрӑшнӑ. Фронтран таврӑннӑ ветерансем вара кайран республикӑна ура ҫине тӑратас тесе вӑй хунӑ. "Вилӗмсӗр полк" вӗсене пурне те аса илме май парать. Вӗҫӗмсӗр колоннӑра - пурте пӗр йышри пек. Салтаксем, офицерсем, тыл ветеранӗсем, ватӑсемпе ҫамрӑксем - пурте "Вилӗмсӗр полкра" тивӗҫлӗ вырӑнта. Вӗсемшӗн халӗ тӑванӗсем Ҫӗнтерӳ юррисене шӑрантарчӗҫ, саламсем йышӑнчӗҫ.

Ҫӗнтерӗве ҫывхартнисен паттӑрлӑхне асра тытасси - хальхи ӑрӑвӑн тӗп тивӗҫӗ. Асатте-аттесенчен Тӑван ҫӗршывӑн хальхи тата пулас хӳтӗлевҫисем тӗслӗх илеҫҫӗ.

 

Надежда Александрова, Михаил Солин