Вӑрнарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче Виталий Стеклов ӳнерҫӗн картинисен куравӗ уҫӑлчӗ

Вӑл пӗтӗм пурнӑҫне пултарулӑха тата ачасене пӗлу парас ӗҫе халалланӑ.

Экспозицире сӑрӑпа ӳкернӗ картинӑсене, йывӑҫран касса кӑларнӑ кӳлепесене тата ыттине те курма пулать. Виталий Федоровичӑн пултарулӑхӗ нумай енлӗ. Вӗсем автор тӑван тӑрӑхпа тата культурӑпа тачӑ ҫыхӑннине сӑнлаҫҫӗ. Курава уҫма ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем, юлташӗсемпе тӑванӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑнасен йышӗнче Пӑртас шкулӗнче вӗренекенсем пулчӗҫ. Виталий Стеклов хӑй вӑхӑтӗнче Вӑрнарти таврапӗлӳ музейӗн экспозицине йӗркелес ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ача-пӑча пултарулӑх ҫуртӗнче кружок ертсе пынӑ. Ӳнерҫӗн чылай картинине Вӑрнар тӑрӑхне килекен сумлӑ хӑнасене парнеленӗ. Куравпа ҫӗртме уйӑхӗн варриччен паллашма пулать.

 

Диана Иванова, Альбина Дмитриева