Вӑрнар тӑрӑхӗнчи "Броневик" хуҫалӑха йӗркелесе янӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ

Совет самани пуҫлансанах халӑха пӗрлештерсе ялсене аталанма пулӑшнӑ колхоз паян кун та тӑван ен тӑнӑҫлӑхӗшӗн ӗҫлет.

Нурӑс тӑрӑхӗнчи 8 ялта ӗлӗк 3 колхоз пулнӑ. Паянхи куна вӗсенчен «Броневик» ҫеҫ сыхланса юлнӑ. Унӑн шӑпи хӑйнеевӗрлӗ. Ӑна 1930-мӗш ҫулта Хӑмӑш ял тӑрӑхӗнче йӗркелесе янӑ. Малтанхи ҫул колхоза 11 ҫемье анчах кӗнӗ. 32-мӗш ҫул тӗлне вара 104 хуҫалӑха пӗрлештернӗ вӑл. Майӗпен-майӗпен хуҫалӑх аталанса, ҫирӗпленсе пынӑ. Выльӑх-чӗрлӗх пуҫне ӳстернипе пӗрлех ял-йыш паха тыр-пул, пахча-ҫимӗҫ туса илнӗ.

Пурнӑҫ ҫӑмӑл пулман, апла пулин те хуҫалӑхра тӑрӑшакансем ӗҫе савӑнса ҫӳренӗ. Ватти-вӗтти кун каҫа колхозра вӑй хунӑ.

"Броневик" хуҫалӑх выльӑх - чӗрлӗх ӗрчетсе пынӑ май ҫӗнӗ витесем тунӑ, сӗт-ҫу, аш-какай ытларах туса илме пуҫланӑ. Таврари ытти хуҫалӑхсемшӗн тӗслӗх пулса тӑнӑ. Колхоз вӑйланса пынӑ май хай вӑйӗпе ялсенче ҫулсем сарнӑ, шкулсемпе культура ҫурчӗсем ҫӗкленӗ.

Хуҫалӑхра ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗ ачасем пӗлӳ илсе тӑван тӑрӑха ҫӗклекен ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пулса тӑнӑ.

Вӑхӑт иртнӗҫемен "Броневике" ытти колхозсемпе те пӗрлештерсе пӑхнӑ. Пӗр вӑхӑт унӑн ячӗ те пулман. Ҫавах та самана пӑтранӑвне пӑхмасӑр малти ретри хуҫалӑх ку таранччен "Броневик" ятпах упранса юлма пултарнӑ.

Паян хуҫалӑхра 720 гектар ҫӗр. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ 550 пуҫа ҫитнӗ. Унсӑр пуҫне лашасем те пур. Дояркӑсем кунсерен 200 ытла ӗне сӑваҫҫӗ.

Хӗрӳ вӑхӑта шута илсен, "Броневик" 48 ҫынна ӗҫпе тивӗҫтерет. Тупӑшне кура тӑван тавралӑха хӑтлӑх кӳрессинчен те пӑрӑнмасть. Пуҫлӑхсем халӑхпа пӗр чӗлхе тупма  тӑрӑшаҫҫӗ.

Хуҫалӑх  кун-ҫул уттинчен юласшӑн мар. Кивелме ӗлкӗрнӗ витесене  патшалӑх паракан ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курса ҫитес вӑхӑтра ҫӗнетес тӗллевлӗ.

 

Алексей Енейкин, Артур Галкин, Александр Герасимов