Вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ - ҫынсене юратнинче

Вӑл - вӑрҫӑ ҫулӗсемпе туллин утса тухнӑ, кайран тӑван республикӑна ура ҫине тӑратас тесе ырми-канми тӑрӑшнӑ. Етӗрне хулинче пурӑнакан Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Иван Ермолаев 105 ҫулта. Апла пулин те хисеплӗ ватӑ пурнӑҫ тути-масин техӗмне ҫухатман.

Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн юбилейлӑ ҫулталӑкӗнче хӑйне пысӑк тимлӗх уйӑрнине ӑнланса йышӑнать ветеран. Нумай пулмасть ун патӗнче хӑнара Республика Пуҫлӑхӗ те пулнӑччӗ. Олег Николаев ӑна хаяр вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе чысларӗ. Ҫар хӗсметне Иван Ермолаев 1939-мӗш ҫулта кайнӑ. Вӑл лаша артиллерине лекнӗ. Чӗлхесӗр янаварсем салтаксене самай пулӑшнӑ: тупӑ таврашне турттарнӑ. Иван Васильевич лашасене юратса пӑхнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи Иван Ермолаев старшинашӑн Беларуҫри Гроднора пуҫланнӑ. 1941-мӗш ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче хулана фашистсем бомбӑсем пӑрахма пуҫланӑ. Ветеран малашне Воронеж тата 2-мӗш Украина фрончӗсен йышӗнче Львов, Самбор, Дрогобыль, Перемышль тата ытти хуласене ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. Курск пӗккинчи хаяр ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ. Нимӗҫсене хӑваласа Чехословакине, унтан Германиние ҫитнӗ. Европӑра пуҫласа зоопаркра пулнине халӗ те аса илет ветеран. Ӑна уйрӑмах слон тӗлӗнтернӗ. Ҫӗнтерӗве ветеран Германири Хемницра кӗтсе илнӗ. Хӑй чӗрӗ-сывӑ юлнине шӑпа тесе хаклать.

Иван Васильевич мирлӗ пурнӑҫра тӗрлӗ яваплӑ ӗҫре тӑрӑшнӑ. Колхоз ертӳҫи, ҫӑкӑр, сӗт-ҫу завочӗсен директорӗ пулнӑ. 95 ҫулччен пахчара хӑйех ӗҫленӗ, пулла вара 100 ҫула ҫитичченех ҫӳренӗ. Халӗ те вӑл ҫӗршывра пулса иртекен пулӑмсемпе кӑсӑкланать. "Эпир ҫӗнтеретпӗрех", тет. Вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ вара - ҫынсене, пурнӑҫа юратнинче, тет ветеран.

 

Надежда Александрова, Святослав Петров