Ташӑра халӑх чунӗпе тӗнче курӑмӗ, теҫҫӗ. Ҫавӑнпах-тӑр Анатолий Музыкантов 45-мӗш ҫул ертсе пыракан "Сувар" тата "Суварята" халӑх ансамблӗсем сцена ҫине тухсан кӑмӑл ҫӗкленет, ура тупанӗсем тӗлкӗшме пуҫлаҫҫӗ. "Тӳнкки-тӳнкки параппан", "Авӑнас-савӑнас", "Аххаяс", "Хавал", "Хамӑрла" - юбилей каҫӗнче пӗр ташӑ хыҫҫӑн тепри черетленсе чуна ҫунатлантарать.
Анатолий Музыкантов 1978 ҫулта Хусанти культура институтӗнчен балетмейстер пулса таврӑннӑ, унтан Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ. Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Турхан Упи ялӗнче, таврари чаплӑ кӗслеҫӗ йӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ ачан пӗчӗк чухне ӳнер шкулне ҫӳреме май пулман. "Чӑтмалла мар ташлама вӗренес килнипе ҫын курман ҫӗрте вӑрттӑн тӑпӑртататтӑм. 7-8-мӗш классенче клубра ҫӑматӑ ҫӗтӗличчен сиккелеттӗмӗрччӗ", - асилет Анатолий Николаевич.
Сумлӑ ентешӗмӗре ҫавра ҫулпа саламлакансем йышлӑ пулчӗҫ. Светлана Каликова культура министрӗ Анатолий Николаевичӑн кӑкӑрӗ ҫине орден ҫакрӗ: Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн.
Ансамблӗн программи ҫулсерен улшӑнса, пуянланса пырать. Ташӑҫсене пӗчӗкрен вӗрентсе ӳстерме ансат мар пулин те, Анатолий Николаевич йывӑрлӑха парӑнакан йышши мар. Пӗчӗккисем балетмейстер ҫумне 5-6 ҫултанах явӑҫаҫҫӗ. Тепӗр ушкӑнӗнче - пӗве кӗме тытӑннисем. Тӗппинче - аслисем, кунта ӗнтӗ сцена ҫине тухмасӑр пурӑнма пултарайманнисем ҫӳреҫҫӗ. Ансамбльте пӗртӑвансем те, ашшӗ-амӑшпе ачисем те пур.
Хӑнасен йышӗнче - Раҫҫей культура министерствин "Душа России" премийӗн тепӗр лауреачӗ "Эревет" ансамбль, пур ҫӗрте те уяв кӑмӑлӗ кӳрекен "Уяв", Тутарстанран, Пушкӑртстанран, Мари Элтан килнӗ чаплӑ ташӑҫсем. Музыкантовсен Ирина хӗрне те ашшӗ-амӑшӗн пултарулӑхӗ куҫнӑ: икӗ артистӑн ачисем сцена ҫинчех ҫитӗннӗ темелле. Сӑмах май, мӑшӑр 45 ҫула яхӑн пӗрле.
Балетмейстер ташӑ урлӑ тӗрлӗ тӑрӑхра пурӑнакан чӑвашсен йӑли-йӗркине те кӑтартать. Куракан ӗлӗкхи чӑваш туйӗнче те пулса курчӗ, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен пӗрлехи ташшипе те киленчӗ.
Анатолий Николаевич халӗ ташламасть, анчах вӗрентекен ялан ӗҫре, хӑй йӗркеленӗ ансамблӗн сывлӑшӗпе сывлать, пурнӑҫ илемне вӗсенче курать.
Марина Карягина, Борис Андреев