Уй-хирте мӗн ир пуҫласа каҫччен техника шавӗ тӑрать. Александр Артемьев хресчен фермер хуҫалӑхӗнче ҫӗр улми лартаҫҫӗ. "Иккӗмӗш ҫӑкӑр" лаптӑкӗ кунта 50 гектар йышӑнать. Ҫавӑн пекех хуҫалӑхра 750 гектар тырӑ акнӑ. Пӗлтӗрхи тухӑҫ аван пулнӑ: гектартан 34 центнер тырӑ тата 335 центнер ҫӗр улми туса илнӗ.
Артемьевсен ҫемйинче хуҫалӑх ӗҫне пурте хутшӑнаҫҫӗ. Яков ывӑлӗ техникӑна юратнӑран яланах ашшӗпе юнашар пулма тӑрӑшать. Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн та вӑл малашнехи пурнӑҫне ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑнтарасшӑн.
Ӑратлӑ хурсем ҫитӗнтерекен "Вурнарец" предприятие 1996-мӗш ҫулта пуҫарса янӑ. Ку хуҫалӑха халӗ ҫӗршывӗпех пӗлеҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кунта 534 пин ҫӑмарта туса илнӗ. Тӗрлӗ региона 17 пин ӑратлӑ хур чӗппи тата 412 пин инкубатор ҫӑмарти ӑсатнӑ.
Предприятире 15 ҫул селекци ӗҫӗпе тимлеҫҫӗ. Хурсен Макулинский ӑратне кӑларнӑшӑн предприяти патент илнӗ. Ку кайӑксем пысӑк пахалӑхпа уйралса тӑраҫҫӗ. Хур ҫӑмартисене инкубатора хуриччен тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ. Тухнӑ чӗпсене тӗплӗ шута илеҫҫӗ. Вӗсен кашнин ятарлӑ номерӗпе паспорчӗ пур. Документ тӑрӑх йӑх историйӗ таранах пӗлме пулать. Хур чӗпписене 63 кун хушши сӑнаса тӑраҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн вӗсенчен чи лайӑххисене ҫеҫ селекци ӗҫне малалла тӑсма суйласа илеҫҫӗ. Хурсене таса та паха апатпа тивӗҫтерес тӗллевпе предприяти пӗр пин те 266 гектар ҫинче тыр-пул, пахча ҫимӗҫ, нумай ҫул ӳсекен курӑк ҫитӗнтерет.
Оксана Верликова, Виктор Степанов