Чӑрӑш туянсан - чӗрӗ-и вӑл е искусствӑлла - малтанах ӑна ӑҫта вырнаҫтарасси пирки шутламалла. Вӑл ҫирӗп тытӑнса тӑмалла, хутса ӑшӑтмалли хатӗрсенчен аяккарах пулмалла. Петардӑсемпе тата фейерверксемпе уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла. Вӗсене те пӗлсе суйламалла. Ятарлӑ лавккасенче кӑна туянмалла. Усӑ курнӑ чухне инструкцие ҫирӗп пӑхӑнмалла. Пиротехникӑна пӳлӗмре, ҫын нумай пуҫтарӑннӑ ҫӗрте, ҫурт картишӗсенче тата балконсем ҫинче чӗртме юрамасть.
Надежда Александрова, Игорь Ульянов