Шупашкарӑн Турӑпа ҫыхӑннӑ чи аслӑ сӑваплӑ япалапа – Турӑ Амӑшӗн хӑватлӑ ӗҫсем тӑвакан «Владимирская» таса сӑнӗпе - хула тӑрӑх утса тухас йӑлана 19-мӗш ӗмӗртех пуҫласа янӑ. Вӑл Введени чиркӗвӗнчи турӑшсен хӳминче упранать, ӑна ҫулталӑкра пӗрре кӑларса Шупашкар хулишӗн, ҫыннисемшӗн кӗлтуса хӗрарӑмсен Спасо-Преображенски мӑнастирне ҫити йӑтса утаҫҫӗ. Шӑпах ҫакӑнта 1555 ҫулта Гурий Казанский святитель, Германпа Варсонофий архимандритсем килсе ҫитнӗ. Вӗсем Хусана ҫӗнӗ епархи уҫма кайма тухнӑ, ҫула май 4-мӗш Иоанн патша хушӑвӗпе Введени чиркӗвӗпе Шупашкар крепоҫне никӗслемелли вырӑна сӑвапланӑ.
Кӑнтӑрла тӗлне тӗп хуламӑрти кафедраллӑ чиркӗве священниксем, чӑн тӗнпе пурӑнакан йышлӑ халӑх, арҫынсен Виҫ Ипостаҫлӗ Таса Турӑ ячӗпе никӗсленӗ мӑнастирӗнчи манахсем пухӑнчӗҫ.
Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ, Чӑваш митрополийӗн пуҫлӑхӗ Савватий пилленипе хӗрес ҫулне Введени чиркӗвӗн ключарӗ Вениамин Пегасов протоиерей ертсе пычӗ.
Хӗрарӑмсен Шупашкарти Владимир тӑвӗ ҫинче вырнаҫнӑ мӑнастирӗнчи Турӑ ҫап-ҫутӑ пулса курӑннӑ ятпа лартнӑ чиркӳ умӗнче сӑваплӑ турӑшпа хӗрес ҫулӗпе килнисене мӑнастир настоятельници Сергия (Рузавина) игумения, унти хӑрарӑм-манахсем, чиркӗве ҫӳрекенсем кӗтсе илчӗҫ. Пурӗ пӗрле Турӑ Амӑшӗнчен ырӑлӑх ыйтса, Ӑна тав туса, мухтаса кӗлӗ ирттерчӗҫ. Хӗрес ҫулӗпе утакансем каланӑ тӑрӑх, ҫак ырӑ ӗҫе хутшӑнакансем ҫулсерен йышлансах пыраҫҫӗ.
Пирӗн мӑнасаттесемпе мӑнасаннесем йӗркелесе янӑ, каярахпа чӑн тӗнпе пурӑнакан пултаруллӑ ентешсем ҫӗнерен чӗртсе тӑратнӑ ырӑ йӑла вӑл – тивлетлӗ ӗҫ. Турӑ Амӑшӗн Владимирти таса сӑнӗ хыҫҫӑн пӗрре те пулин утса тухнӑ ҫын кашни ҫулах утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗ ҫитессе тата тепӗр хут туслӑ йышпа пухӑнса кӗлтаваҫҫӗ, сӑваплӑ сывлӑшпа сывласа Туррӑн ырӑлӑхне чунпа туясса кӗтет.
Роза Деменцова, Зинаида Паршагина, Людмила Каяхова