Унӑн ырӑ тӗслӗхӗ спортра ҫитӗнӳсем тума хавхалантарӗ

Вӑрмар тӑрӑхӗнче Владимир Сергеев аслӑ лейтенанта асӑнса виҫҫӗмӗш хут йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Тупӑшӑва спортсменсем республикӑри тӗрлӗ ял-хуларан ҫеҫ мар, кӳршӗ регионтан та килсе ҫитнӗ.

24 ҫулти Пати ялӗн каччи йӗлтӗрпе чупассипе Раҫҫей спорт мастерӗ пулнӑ, ҫар ҫыннисем хушшинче нумай енлӗ тупӑшса пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ. Ӑмӑртӑва пухӑннисене физкультура тата спорт министрӗн ҫумӗ Александр Степанов саламларӗ. Вӑл Владимир Сергеев ҫӗршывӑн хастар хӳтӗлевҫи пулнине, ун ячӗпе тупӑшу ирттернин пӗлтерӗшне палӑртрӗ.

Аслӑ лейтенант танк взвочӗн командирӗ пулнӑ. Ятарлӑ ҫар операци пуҫлансан Донбасс халӑхӗн хӳттине тӑнӑ. Мариупольти нумай ҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ. Ҫакӑншӑн салтака Суворов медалӗпе чысланӑ. Анчах та унӑн пурнӑҫӗ пӗр тан мар ҫапӑҫура татӑлнӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн ӑна "Паттӑрлӑх орденӗпе" наградӑланӑ.

Владимир Сергеев ячӗпе йӗркелекен ӑмӑрту шайӗ ҫулран ҫул ӳссе пырать. Чупӑва Хусан, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенчен, Тӑвай, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗсенчен йӗлтӗрҫӗсем хутшӑнчӗҫ. Ӳсӗмне кура спортсменсем тӗрлӗ инҫӗшне парӑнтарчӗҫ.

Малтанах юр пулманнипе ӑмӑртӑва ирттересси иккӗлентернӗ йӗркелӳҫӗсене. Ҫапах та Чупай шкулӗнчи физкультура учителӗ Александр Ноздрин саппас икӗ йӗлтӗр йӗрӗ хатӗрленӗ: пӗрре чиркӳ патӗнче, тепре вӑрман уҫланкинче. Старта ҫамрӑксем те, аслисем те тухрӗҫ. Мухтавлӑ ентешӗ спортра та, ҫӗршыва хӳтӗлес енӗпе те ырӑ тӗслӗх пулнине палӑртрӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе медальсем, асӑнмалӑх парнесем парса чысларӗҫ. Ӑмӑртӑва йӗркелекенсем тупӑшу Вӑрмар тӑрӑхӗн спорт аталанӑвне пысӑк витӗм кӳнине палӑртрӗҫ.

 

Диана Иванова, Вадим Владимиров