Ун пекки Чӑваш Енре кӑна мар, Раҫҫейре те ҫук

Пирӗн телерадиокомпани "Наследие" ҫӗнӗ проект пуҫарнӑ. Унта эпир республикӑри пуян историллӗ, кӑсӑклӑ объектсем пирки каласа кӑтартатпӑр. Пӗрремӗш кӑларӑмра Трак тӑрӑхӗнчи Яманак ялӗнче вырнаҫнӑ шыв арманӗ пирки  сӑмах пынӑччӗ.

20 ҫул ӗнтӗ шыв арманӗ "авӑрмасть". Анчах та ку тӑрӑхра пурӑнакансем ӑна пӑхсах тӑраҫҫӗ - субботнисем ирттереҫҫӗ. 2016-мӗш ҫулта район уявне те кунта паллӑ тунӑ. Туристсене те ҫак вырӑн илӗртет - сӑн ӳкерчӗксем тума ку еннелле час-часах ҫул хываҫҫӗ.

Ҫак объекта "чӗртсе тӑратассипе" Яманак ялӗнче пурӑнакан Галина Ефимова пӗр ҫул анчах мар тӑрӑшать. Халӗ вырӑнти вулавӑшра ӗҫлекенскер унччен  ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче вӑй хунӑ вӑл. Мӑн асаттесемпе асаннесен ӗҫне хисеплесе историе упраса хӑварас тесе тӑрӑшать те Галина Георгиевна. Кун пек арман Чӑваш Енре ҫеҫ мар, Раҫҫейре те урӑх ҫук. Мӗншӗн тесен вӑл кустӑрма ҫаврӑннипе мар, турбина пулӑшнипе ӗҫлекен хӑйнеевӗр ГЭС пулнӑ. Вӑхӑт иртсен вара кунта арман чулӗсем вырнаҫтарса ҫӑнӑх авӑртма пуҫланӑ. Ҫакна ас тӑвакансем ялта пурӑнаҫҫӗ-ха.

Хӑй вӑхӑтӗнче Мӑн Шетмӗ юханшывӗ ҫинче 12 арман ларнӑ - Яманакри ҫеҫ упранса юлнӑ. Мӗншӗн тесен унӑн никӗсне чултан тунӑ. Ҫак ӗҫе "Красное Сормово" колхоз 1948-мӗш ҫулта пуҫарнӑ. 1953-мӗш ҫулта вара шыв арманӗн плотинине чулпа ҫирӗплетме Ял хуҫалӑх министерствине проект хатӗрлеме ыйтнӑ. Чи кӑсӑли, ҫак документ упранса юлнӑ.

Халӗ шыв арманӗн проекчӗпе округ администрацийӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Муниципалитет пуҫлӑхӗ Павел Семенов та документа тӗпченӗ хыҫҫӑн яманаксен юратнӑ вырӑнне чӗртсе тӑратассипе килӗшнӗ. Объект хакӗ - 150 миллион тенкӗ.  Ҫапла майпа туризма аталантарасшӑн. Павел Семенов кунта Ҫӑкӑр музейӗ йӗркелесен аван пулӗччӗ, тет. Ӗлӗкхи йӑла-йӗркене пӑхӑнса техӗмлӗ апат-ҫимӗҫ пӗҫернине кӑтартасшӑн. Туристсем валли кану ҫурчӗсем те хӑпартасшӑн. Электричествӑпа вара 70 ҫул каяллахи пекех вырӑнти ГЭС тивӗҫтерӗ. Сӑмах май, хӑй вӑхӑтӗнче шыв арманне лартма нимӗҫ инженерӗ сӗннӗ. Кун пирки вара тӗплӗнрех "Наследие" программӑра каласа кӑтартнӑ. Ӑна пирӗн телерадиокомпанин сайтӗнче тупма пулать.

 

Вероника Павлова, Святослав Петров