Ун пек музей республикӑра урӑх ҫук

Шупашкарта тӗплӗ юсав хыҫҫӑн Моисей Спиридонов ӳнерҫӗн музей-хваттерӗ уҫӑлчӗ. Чи кӑсӑкли - вӑл пурӑнмалли ҫуртрах вырнаҫнӑ.

Хӑйнеевӗрлӗ музей Уруков урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. 30 ҫул ытла ӗнтӗ кунта тӗплӗ юсав пулман - урайсемпе чӳрече рамисем ҫӗрме пуҫланӑ, обойсем хӑйпӑннӑ, каласа парать музей ертӳҫи Мария Готлиб. Ҫичӗ ҫул каялла вара ҫӳлти хутра пурӑнакансенчен шар курнӑ - пӳлӗмсене шыв аннӑ. Пӗлтӗр ырӑ хыпар пӗлтернӗ - пуян историллӗ хваттере юсама укҫа уйӑрнӑ.

Моисей Спиридонов - Чӑваш Енри ӳнерпе музей ӗҫне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри. Чи пахи - хваттере юсанӑ чухне  малтанхи сӑн-сӑпата сыхласа хӑварни. Паллӑ художник кунта мӗн виличченех пурӑннӑ. Вӑл куллен усӑ курнӑ чылай япала упранса юлнӑ. Чӳрече каррисем те Моисей Спиридонов туяннисем. Ӑна вӑл ятарласа паллӑ тӗрӗ ӑстин Екатерина Ефремован эрешӗсене тӗпе хурса ҫӗлеттернӗ. Моисей Спиридонович чылай экспедицире пулнӑ, наци тӗррине тӗпчесе ӳкерчӗксем тунӑ. Вӗсем пурте кунта упранаҫҫӗ. Пурӗ кунта 8 пин ытла экспонат. Паллӑ ӳнерҫӗн кун-ҫулӗпе паллашма чылай ҫын килет.

авӑнпа та хӑш чухне музей-хваттер кӳршисем шавлӑ тесе ӳпкелешнӗ. Халӗ вара пӗтӗм ҫитменлӗхе шута илсе юсав тунӑ. Моисей Спиридонов тӑван халӑха 6 пин ытла картин парнелесе ӳнер тӗнчинче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ҫак пуянлӑх валли  хваттерте вырӑн сахаллипе экспозицине тапхӑррӑн-тапхӑррӑн улӑштарма йышӑннӑ. Кунта Моисей Спиридоновӑн паллӑ картининчи илемлӗ пӗркенчӗк те упранать. Кӑсӑкли чылай - ӳнерҫӗн пултарулӑхӗпе паллашас текенсене  музейра яланах хавас.

 

Вероника Павлова, Святослав Петров