Тылра лӑпкӑ пулсан салтаксем те чун хавалне ҫухатмаҫҫӗ

Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунӗ Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев мӑшӑрӗсене ятарлӑ ҫар операцийӗнчен кӗтекен хӗрарӑмсемпе тӗл пулчӗ. Калаҫу хулари 1-мӗш больница ҫумӗнчи ашшӗ-амӑш шкулӗнче иртрӗ.

Олег Николаев мӑшӑрӗпе - Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫипе Наталья Николаевапа хӗрарӑмсене "Рожденный Героем" ятлӑ асӑнмалӑх фотоальбомсем парнелерӗҫ,  "Чудо, рожденное Героем" медальсем пачӗҫ. Республика Пуҫлӑхӗ ҫар ҫыннисен ҫемйисене пулӑшни ҫав тери пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Тылри ашшӗ-амӑшӗ, мӑшӑрӗ, ачисем хӳтлӗхре пурӑнсан салтаксем те чун хавалне ҫухатмаҫҫӗ. Олег Николаев арҫынсем часах чӗрӗ-сывӑ таврӑнасса шаннине пӗлтерчӗ. "Кирек кама та тимлӗх уйӑрни кирли, ӑшшӑн калаҫни чунри шанчӑка сӳнме памасть, савӑк кӑмӑл парнелет", - палӑртрӗ вӑл. Хӗрарӑмсен Пуҫлӑхран тӳрреммӗн ыйтмаллисем те пулчӗҫ. Тӗрлӗ ыйту хуравне уҫӑмлатрӗ регион ертӳҫи. Пӗр ҫемьен, сӑмахран, ҫӗр лаптӑкне уйӑрнӑ чухне чӑрмавсем тухнӑ. Ҫак йывӑрлӑха пӗрле сирессине пӗлтерчӗ Олег Николаев.

Больницӑсенче хӗрарӑмсен сывлӑхне мӗнле тимлӗх уйӑрнине те ыйтса пӗлчӗ Олег Николаев. 1-мӗш клиника больницинче, сӑмахран, 2023-мӗш ҫултанпа ятарлӑ пӳлӗм ӗҫлет. Унта варти пепкен чирӗсене вӑхӑтра тупса палӑртма, амӑшӗн сывлӑхне тимлесе тӑма пулать. Пӗлтӗр кӑна кунта 6 пине яхӑн тӗрӗслев ирттернӗ.

 

Алиса Александрова