Тутанса та пӑхрӗҫ, хатӗрлеме те вӗренчӗҫ

Сӗнтӗрвӑрринче чӑваш наци апат-ҫимӗҫне халалланӑ пысӑк уяв иртрӗ. Икӗ ҫулта пӗрре йӗркелекен "Вкусы Чувашии" фестивальте кӑҫал 17 команда тупӑшрӗ.

Чӑваш юрри-кӗвви, техӗмлӗ те тутлӑ апат-ҫимӗҫ шӑрши Атӑл ҫийӗн сарӑлса чылай ҫынна уяв кӗрекине илӗртрӗ. Хӑнасене сӗнтӗрвӑррисем тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ. Правительство ертӳҫи Сергей Артамонов ырӑ сӑмахпа хавхалантарчӗ фестивале хутшӑнакансене.

"Вкусы Чувашии" фестивале несӗлсен йӑлисене упраса хӑварас тата апат-ҫимӗҫ туризмне аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Поварсемпе кондитерсен конкурсӗ уйрӑмах кӑсӑк. Кӑҫал унта Чӑвашпотребсоюз организацийӗсен тата вӗренӳ учрежденийӗсен 16 команди хутшӑнчӗ. Унсӑр пуҫне Киров облаҫӗнчен ҫитнӗ ушкӑн та ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗ. Кашниех пуян сӗтел хатӗрленӗ. Мӗнле кӑна юр-вар ҫук кунта. Муркашсем, акӑ, аш-какайран пӗҫернӗ апат ас тивме сӗнеҫҫӗ. Красноармейски тӑрӑхӗнчи райпо сӗтелӗ ҫинче вара чӑваш тӗрри-эрешӗпе илемлетнӗ пылак ҫимӗҫ. Уяв хӑнисем ҫавӑн пекех кукӑль-пӳремечпе, пулӑран пӗҫернӗ апатпа сӑйланма пултарчӗҫ. Тутлӑ ӗҫме-ҫиме хатӗрлеме вӗренес текенсене вара тӗпеле йыхравларӗҫ. Ӑсталӑх сехетне Сергей Артамонов премьер-министр та хаваспах хутшӑнчӗ.  Пӗрисем хуплу пӗҫернӗ вӑхӑтра, теприсем хуран кукли ҫупрӗҫ.

Поварсен ӑсталӑхне республикӑри кулинарсен ассоциацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Уездный ертсе пыракан тӳресен ушкӑнӗ хак пачӗ. Фестиваль Гран-прине Йӗпреҫри райпо тивӗҫрӗ. Пӗрремӗш вырӑна красноармейскисем, иккӗмӗшне каҫалсемпе муркашсем йышӑнчӗҫ. Конкурса хутшӑнакансене уйрӑм номинацисенче те чысларӗҫ. "Вкусы Чувашии" уява малашне тата анлӑрах, пуянрах ирттерес тӗллевлӗ йӗркелӳҫӗсем. Чӑваш Ене килекен туристсен йышӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта пӗлтӗрхипе танлаштарсан ҫак кӑтарту 35 процент ӳснӗ. Ҫакӑнта наци апат-ҫимӗҫне халалланӑ фестивалӗн тӳпи те пур, теҫҫӗ экономика аталанӑвӗн министерствинче.

 

Екатерина Фомина, Елена Буинцева, Игорь Ульянов