Турнирӑн сумӗ те, шайӗ те ҫулсерен ӳссе пырать

Етӗрнери "Присурье" спорт шкулӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тренерне Валерий Кочкова асӑнса ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе йӑлана кӗнӗ турнир иртрӗ. Кӑҫалхипе вӑл республикӑри тата унӑн тулашӗнчи ҫамрӑк спортсменсене 13-мӗш хут пуҫтарчӗ.

Ӑмӑртун сумӗпе шайӗ ҫулран-ҫул ӳссех пырать. Кӑҫалхи турнира Етӗрне, Вӑрнар, Красноармейски, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Ӗлчӗк тӑрӑхӗсенчи, Шупашкар хулинчи тата Ульяновск облаҫӗнчи кӗрешӳҫӗсем хутшӑнчӗҫ. Мала тухассишӗн 2008-2016-мӗш ҫулсенчи спортсменсем 11 виҫе ушкӑнӗнче тупӑшрӗҫ. Уява Валерий Николаевичӑн вӗренекенӗсем те хутшӑнчӗҫ. Кӗрешӳ спорчӗ вӗсен пурнӑҫне пысӑк витӗм кӳнине палӑртрӗҫ.

Валерий Кочков Чӑваш Енре ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен спортне аталантаракансенчен пӗри. Унӑн вӗренекенӗсем ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче Европа чемпионачӗсене хутшӑнса чемпионсемпе призерсем пулнӑ. Унӑн ятне халӗ вӑл ҫитӗнтернӗ кӗрешӳҫӗсем, юлташӗсемпе тӑванӗсем упраҫҫӗ. 
Уявра Етӗрне тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов "Присурье" спорт шкулӗнчи ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен секцийӗ валли спорт инвентарӗ туянма сертификат парнелерӗ. Ҫак спорт тӗсӗ малалла та аталантӑр тесе тренерсем те нумай вӑй хураҫҫӗ.

Хӑйсен виҫе ушкӑнӗсенче Шупашкарти, Красноармейски, Канаш, Шупашкар, Елчӗк, Вӑрнар тӑрӑхӗсенченчи тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи атлетсем пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Мала тухнисене Хисеп хучӗсем, медальсемпе Кубоксем тата асӑнмалӑх парнесем парса саламларӗҫ.

 

Оксана Верликова, Иван Макеев