Туристсене илӗртекен хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан вырӑн пулмалла

Шупашкарти Ботаника садне 1978-мӗш ҫулта хута янӑ. Вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн ҫут ҫанталӑк паркне хӑтлӑлатса ҫӗнетес ыйту ҫивӗчленсе пырать. Ҫакна сӳтсе явма Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн Николай Цицин ячӗллӗ Тӗп ботаника сачӗн Шупашкарти филиалне Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева ҫитрӗ. 

160 ытла гектар лаптӑк йышӑнакан Ботаника садӗнче 2 пине яхӑн тӗрлӗ ӳсен-тӑран, 750 ытла йывӑҫ-тӗм ҫитӗнет. Эмел курӑкӗ те чылай. Сад варринче пысӑк пӗве вырнаҫнӑ, юнашарах Кӑкшӑм юхан шывӗ юхса иртет тата 12 ҫӑлкуҫ тапса тӑрать.

Ботаника сачӗн аталану концепцийӗпе Лилия Хайрутдинова дизайнер паллаштарчӗ. Ӑна Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, Плеханов ячӗллӗ Раҫҫейри экономика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ студентсем хатӗрленӗ. Вӗсен шучӗпе кунта "симӗс" театр, Япони сачӗ, парникпа теплица, ҫӗнелнӗ администраци ҫурчӗ, оранжерея, ӳсен-тӑран сутакан лавкка пулмалла. Реконструкци хыҫҫӑн сада вӗсем "Юман" ят парасшӑн.

Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева концепцине ҫӳллӗ шайра хатӗрленине палӑртрӗ. - Ботаника сачӗ ҫитӗнекен ӑрӑва ҫут ҫанталӑкпа ҫывӑхрах пулма, унпа паллашма пулӑшакан тата туристсене илӗртекен вырӑн пулса тӑмалла, - терӗ.



Оксана Верликова, Виктор Степанов