Ик эрнене яхӑн тӑсӑлнӑ пленэр программи ӳнерҫӗсемшӗн кӑсӑклӑ та тухӑҫлӑ пулнӑ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен тата Беларуҫри Витебск хулинчен килсе ҫитнӗ сӑрӑ ӑстисем пир ҫине ку тӑрӑхри илемлӗ вырӑнсене, ял ҫыннисене, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине сӑнланӑ. Ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе Турханти культура ҫуртӗнче курав йӗркелерӗҫ. Ӳкерчӗксенче ирхи 4 сехетре хӗвел тухнине, каҫ кӳлӗм хӗвел аннине, ҫумӑр хыҫҫӑнхи ҫут ҫанталӑка тата ыттине те курма пулать.
Курава хаклама хӑнасемпе пӗрле ял ҫыннисем, Патӑрьелти ӳнер шкулӗнче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Ачасем валли ӳнерҫӗсем ӑсталӑх урокӗсем те йӗркеленӗ. Ҫамрӑк сӑрӑ ӑстисем те хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Паллӑ художниксемпе тӗл пулма май килнишӗн хӗпӗртенине пытармарӗҫ. Ял ҫыннисем вара ӳнерҫӗсене малашне те Алексей Кокель ҫуралнӑ тӑрӑхра хапӑл туса кӗтсе илме хатӗр пулнине пӗлтерчӗҫ.
18 ҫул каялла пуҫарнӑ пленэр-симпозиумсем вӑхӑтӗнче ҫӗршер ӳнерҫӗ пин ытла ӳкерчӗк тунӑ. Вӑл ӗҫсем халӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче упранаҫҫӗ, ытларахӑшӗ вара хамӑр республикӑра вырӑн тупнӑ. Ӳнерҫӗсем те тараватлӑ та ӑш пиллӗ Патӑрьел халӑхне чунтан тав турӗҫ. Хӑйсен хӑш-пӗр ӗҫне вырӑти музея парнелерӗҫ.
Оксана Верликова, Николай Сахаров