Тулта ҫеҫ мар, шалта та хӑтлӑх хуҫаланать

Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Хурамалти эрешсемпе илемлтнӗ ҫурт иртен-ҫӳрене аякранах илӗртет. Хапхипе картисене те хӑйнеевӗрлӗ тӗрӗсемпе пуянлатнӑ Николай Квасов ӑста. Капӑр ҫурт-йӗре манӑн ӗҫтеш Вероника Павлова курса киленчӗ. 

83 ҫулти мал ӗмӗтлӗ маҫтӑр хӑйӗн ҫурт-йӗрне тӑрӑшсах илемлетет. Эрешӗсене Николай Квасов хӗлле ӑсталать. Ҫулла вара ирӗке пурне те курӑнмалла вырнаҫтарать. Ҫуртне ҫеҫ мар, хапхипе картине те эреветлӗ тӗрӗпе капӑрлатать. Иртен-ҫӳрен чарӑнсан, сӑн ӳкерӗнсен, чун хӗпӗртет, тет. 

Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Николай Квасов чылай вӑхӑт платникре ӗҫленӗ. Ачаранпах йывӑҫ каскалама юратнӑ. Ҫунашка е уйран ҫӳпҫи тумалла-и? Шкул ачи пулсан та ял ҫыннисем мана шаннӑ, - каласа парать маҫтӑр. Ашшӗсӗр кивӗ пӳртре ӳснӗскер авлансан чи илемлӗ ҫурт хӑпартма хӑйне сӑмах панӑ. 

Виҫӗ ҫул каялла арӑмӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ хыҫҫӑн Николай Квасов тунсӑхне пусарма йывӑҫран ҫеҫ мар, тимӗртен те каскалама пуҫланӑ. Кӑвак, хӗрлӗ, шурӑ хӑйнеевӗрлӗ ҫеҫкесемпе пушӑ вырӑнсене часах тултарнӑ. Чи кӑсӑкли, маҫтар юрӑхсара тухнӑ тимӗр-тӑмӑра иккӗмӗш пурнӑҫ парнелет. 

Эрешӗсем тата та янкӑртарах курӑнччӗр тесе Николай Квасов ҫуртне пӗлтӗр икӗ хутчен сӑрланӑ. Хӗвел ҫинче ахаль сӑрӑ ҫийӗннипе машинсеннипе витнӗ. Тулта ҫеҫ мар, шалта та хӑтлӑх хуҫаланать. Малти пӳртне илемлетнӗ хыҫҫӑн кайрине куҫнӑ. 

Чӳрече эрешӗсем лайӑхрах курӑнччӗр тесе картине лутрарах тӑвас шухӑшлӑ маҫтӑр. Ӑстана ӗмӗчӗсем малалла пурӑнма хистеҫҫӗ. Николай Квасов сӑмахӗпе, вӑл шутласа кӑларнӑ тӗрӗсене чылай ҫӗртре усӑ кураҫҫӗ. Пируспа, хаяр шӗвекпе ашкӑнмастӑп, пенси укҫине перекетлесе усӑллӑ ӗҫе яма тӑрӑшатӑп, тет. 

 

Вероника Павлова, Виктор Степанов