Тракторист, спортсмен тата ӳнерҫӗ

"Капкӑн", "Крокодил", "Чаян" кулӑшпа сатира журналӗсенче унӑн 3 пине яхӑн ӳкерчӗкӗ пичетленнӗ, хальччен вӑл хӑйӗн картинисемпе 70 ытла курава хутшӑннӑ. Малтан тракториста, унтан художника вӗренсе тухнӑ Ҫӗрпӳ ывӑлӗ - самбо енӗпе спорт маҫтӑрӗн кандидачӗ те. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Виталий Яковлев ӳнерҫӗн куравӗ уҫӑлчӗ.

Художник 75 ҫул тултарнӑ тӗле уҫӑлнӑ куравра - 70 ытла ӗҫ. Тӗрлӗ жанрпа ӳкерекен Виталий Яковлев тӑрӑшулӑхӗпе, ӗҫченлӗхӗпе, ҫирӗп кӑмӑлӗпе тӗлӗнтерет: тӗллев лартса пӗр суйланӑ ҫулран пӑрӑнманни ӑна искусство тӗнчине илсе кӗнӗ. Унӑн ашшӗ, "Николай Уландай" хушма ятпа пичетленнӗ сӑвӑҫ, ывӑлне мӗн пӗчӗкрен ялти ҫӑмӑл мар ӗҫе явӑҫтарнӑ, ҫырма, ӳкерме хӑнӑхтарас тенӗ. Виталий Николаевич ҫавра ҫулӗ тӗлне ашшӗн хушма ячӗпе ҫӳхе кӑна сӑвӑ кӗнеки те кӑларнӑ. Художник ӗҫӗнче ӑна тӑван тавралӑх илемӗ хавхалану кӳнине туйса илетӗн.

Вернисажа килнисене "Классика" капеллӑн солисчӗсем илемлӗ юрӑсемпе кӗтсе илчӗҫ. Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗн хайлавӗсемпе паллашма ӗҫтешӗсем, ӳнерпе кӑсӑкланакансем, ҫамрӑксем йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Владислав Зотиков скульптор педагогика институтӗнчи ӳнерпе графика факультетӗнче Виталий Яковлевпа пӗрле вӗреннӗ.

Виталий Николаевич халӗ те яш-кӗрӗм хушшинче: Ҫӗнӗ Шупашкарти Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ 20-мӗш шкулта ӗҫлет. Малтан вӑл тӗрлӗ ҫулсенче ачасене ӳкерӳ ӑсталӑхне вӗрентнӗ, Шупашкарти трактор заводӗнче художник-оформитель пулнӑ. Чылай хӳхӗм пейзажӗ Пушкӑртстанри Слакпуҫӗнчи пӗлӳ ҫуртне Константин Ивановӑн юбилейӗ тӗлне илемлетнӗ чухне ҫырӑннине пӗлетпӗр эпир.

Виталий Николаевич Николай Енилин Чӑваш халӑх художникне хӑйӗн вӗрентекенӗ вырӑнне хурать. Вӑл унӑн портретне те ҫырнӑ. Юлашки тапхӑрта паллӑ ҫынсен темиҫе сӑнне те халӑх умне кӑларчӗ сӑрӑ ӑсти.
"Оппукасси кӗввисем" куравпа чӳк уйӑхӗн 10-мӗшчен паллашма пулать.


Марина Карягина, Виктор Степанов