Спартакиадӑна Элӗк тӑрӑхӗнчи мӗнпур территори уйрӑмӗн ушкӑнӗсем хутшӑнаҫҫӗ. 12 командӑран кашнинче 55 ҫултан иртнӗ 4 хӗрарӑм тата 60-тан аслӑрах 4 арҫын. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен ҫӗнтерес туртӑмӗ пысӑк пулни палӑрчӗ, ҫав хушӑрах туслӑх туйӑмӗ ҫирӗппи сисӗнчӗ. Пӗрне-пӗри хавхалантарсах, пулӑшсах пычӗҫ. Курма килнисене, спартакиадӑна хаклакансене аслӑ ӑрури спортсменсем ҫамрӑксенчен пӗрре те кая маррине ӗнентерчӗҫ. Ялти кулленхи ӗҫре пиҫӗхнӗ арҫынсемпе хӗрарӑмсем спортра вӑр-вар та хастар.
Шывра хӑйсене пулӑ пек туяҫҫӗ, пӗринчен тепри юлмасӑр финала ӑнтӑлаҫҫӗ. Дартсра та, винтовкӑран перессинче те, ҫӑмӑл атлетикӑра та тупӑшусем хӗрӳ иртрӗҫ. Ушкӑнпа ӑмӑртса Ехремкасси территори уйрӑмӗнчен ҫитнӗ команда ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. 2-мӗш вырӑнта - Элӗк салин хастарӗсем. Бронза медале питӗшкассисем тивӗҫрӗҫ. Уйрӑм номинацисенче мала тухнисене тав хучӗсемпе, медальсемпе чысларӗҫ. Ҫак кун округра пурӑнакансемшӗн чӑн-чӑн спорт уявӗ пулса тӑчӗ. Савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫа Элӗк ҫӗрӗ ӳстернӗ артистсен пултарулӑхӗ илем кӳчӗ.
Алиса Александрова, Николай Семёнов