Ҫӗрпӳ тӑрӑхне пин те 600 доза вакцина уйӑрнӑ. Ӑна выльӑх тухтӑрӗсем тискер чӗрчунсем пурӑнакан вырӑнсенче салатма васкаҫҫӗ. Надежда Васильева ӗҫе пуҫӑнма хатӗр. Ҫулталӑкне икӗ хут - ҫуркунне тата кӗркунне ирттеретпӗр вакцинацие, ку уртаракан чиртен асӑрханмалли чи витӗмлӗ мел, - тет вӑл. Шӑнтнӑ эмеле термосумкӑна хураҫҫӗ. 10-20 градус сивӗре упрамалла ӑна. Чӗрчунсене вӑл хӑйӗн тутлӑ шӑршипе илӗртет. Выльӑх тухтӑрӗсене егерьсемпе сунарҫӑсем пулӑшаҫҫӗ. Тискер кайӑксем ҫӳрекен, пурӑнакан вырӑнсене вӗсенчен лайӑхрах никам та пӗлмест. Кунта, акӑ, тилӗ йӑва ҫавӑрнӑ. Надежда Васильева кашни шӑтӑка "кучченеҫ" хурса хӑварать. Пӗр йӑвана сахалтан та сакӑр брикет кирлӗ.
Уртаракан чир вирусне ытларах чухне шӑпах тилӗсем сараҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсене ҫак амакран хӳтӗлени пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫав вӑхӑтрах килти выльӑха та прививка тутармалла.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра уртаракан чире виҫӗ муниципалитетра тупса палӑртнӑ. Карантин йӗркине Комсомольски, Пӑрачкав тӑрӑхӗсенче тата Шупашкарта йышӑннӑ пулнӑ. Халӗ ку тӗлӗшпе лару-тӑру лӑпкӑ - усал вируса тӗп тунӑ. Ҫапах сыхӑ тӑмалла, - теҫҫӗ ветеринарсем. Кӗркунне республикӑна тискер кайӑксем валли тепӗр 58 пин доза вакцина кӳрсе килме палӑртнӑ.
Екатерина Фомина, Игорь Ульянов