Уява тӗрлӗ енчен пуҫтарӑнакан йӑхташӑмӑрсем ир-ирех Сиктӗрмери "Ҫӗнӗ Сувар" крепоҫре пухӑнчӗҫ. Унтан туристсен комплексӗпе тӗплӗнрех паллашса уяв лапамӗсенче савӑнма васкарӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ савӑнӑҫлӑ уяв ҫӗршыври 15 регионта пурӑнакан ентешсемпе ытти халӑх ывӑл-хӗрне пухрӗ. Пурте вӗсем хӑйсен наци ҫи-пуҫне тӑхӑнса килнӗ. Ҫапла тӑван ялӗнче 4-мӗш хут уяв йӗркелекен Иван Казанков халӑхсен пӗрлӗхӗнче ҫӗршывӑн тӑнӑҫлӑхӗ пулнине ҫирӗплетсе пурне те ӑшшӑн хапӑл турӗ.
Сцена ҫинче "Сувар" фонд пуҫарнӑ Константин Ивановпа Вырӑк ячӗллӗ премисен ҫӗнӗ лауреачӗсене чысларӗҫ. Вӑл йышра Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Геннадий Волков ҫыравҫӑ та пулчӗ. Нумай пулмасть вӑл, тӑван халӑхӑн аваллӑхне уҫӑмлатакан "Сувары" ятлӑ кӗнеке ҫырса кӑларнӑ.
Сиктӗрмери уявра СССР 100 ҫул тултарнине халалланӑ паркра "Сухапуҫран пуҫласа космос ракети таран" ятпа СССР музейне уҫрӗҫ. Унта ҫӗршыври ял хуҫалӑх аталанӑвне кӑтартакан пысӑк курав йӗркеленӗ. Экспозици калама ҫук пуян. Кунта лаша туртакан сӳрепе тырӑ вырмалли жнейкӑран пуҫласа паянхи хӑватлӑ комбайнсем таранах пур.
Сиктӗрмене кӗнӗ ҫӗрте вара хальхи йышши хӑватлӑ техника парачӗ Хусанкай ячӗллӗ хуҫалӑхӑн ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗ. Ӗҫри вӑйпа мӑнаҫланса сулмаклӑ утӑмсемпе аталанакан ял-йыш уявра савӑнать.
Авалхи йӑлана пӑхӑнса иртекен уява 60 ытла пултарулӑх ушкӑнӗ килсе ҫитнӗ. Хӑйсен ӑсталӑхне вӗсем тӗрлӗ лапамра кӑтартрӗҫ. Кунтах Хусанкай урамӗнче поэзи кӗтесӗ, шыври сцена ҫинче вара Наци конгресӗ йӗркелекен "Чӑваш пики" конкурс иртрӗ. Спорт лаптӑкӗсенче вара тӗрлӗрен вӑйвиҫҫи тупӑшӑвӗсем халӑх пухрӗҫ. Ҫамрӑксем кӗрешӳпе волейбол вӑййинче тупӑшрӗҫ, ӑмӑртса кире пуканне парӑнтарчӗҫ. Тӗрлӗ тӑрӑхри чи чаплӑ юланутҫӑсем вара урхамахӗсемпе ипподромра вирхӗнсе чупрӗҫ. Уяв икӗ куна тӑсӑлса 20 пин ытла хӑна пухрӗ. Вӗсене каҫ пуличченех пултаруллӑ артистсемпе юрӑҫсем савӑнтарчӗҫ.
Алексей Енейкин, Артур Галкин, Александр Герасимов