Тӗрлӗ пӑтӑрмаха сирме хатӗр

Вут-ҫулӑм пысӑк лаптӑк ҫинче алхассан е калӑпӑшлӑ инкек пулсан - вырӑна аэромобиллӗ ушкӑн васкать. Ҫавӑнпа та вӗсен ялан хатӗр пулмалла. Ҫак тӗллевпех Шупашкарта вӗренӳ иртрӗ. Ҫӑлавҫӑсен ӗҫне ҫӗршыври чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чулхула облаҫӗн Тӗп Управленийӗн ертӳҫи Валерий Синьков хак пачӗ.

Вӗренӳ сценарийӗ тӑрӑх пӗр ҫурт ишӗлсе аннӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна васкавлӑ ҫитсе лагерь йӗркеленӗ. Кунта 13 тӗрлӗ палатка. Вӑл шутра медицина пулӑшӑвӗ памалли, психологсем пулӑшмалли, апат пӗҫермелли тата ытти те. Оперативлӑ ушкӑн ӗҫне чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чулхула облаҫӗн Тӗп Управленийӗн ертӳҫи Валерий Синьков хак пачӗ. Вӗренӗве 100 ҫӑлавҫӑ хутшӑнчӗ. Ӗҫе ҫавӑн пекех 20 техника явӑҫтарчӗҫ.

Кунта вара оперативлӑ штаб - чрезвычайлӑ лару-тӑру вырӑнӗнче пыракан ҫӑлав ӗҫне тимлесе тӑраҫҫӗ, тӗллевсем лартаҫҫӗ. Пысӑк инкек сиксе тухсан халӑха та хӑвӑрт пӗлтӗрмелле. Ҫавӑнпа та массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем валли уйрӑм палатка йӗркеленӗ.

Ҫак вӗренӗвӗн тӗп тӗллевӗ - пур яваплӑ ведомствӑн ӗҫне пӗрлештерсси. Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чулхула облаҫӗн Тӗп Управленийӗн ертӳҫи Валерий Синьков палӑртнӑ тӑрӑх, иртнӗ 3-4 ҫулта Чӑваш Енре ҫак ыйтӑва туллин тишкерсе тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑннӑ.

 

Диана Иванова, Игорь Ульянов