Тӗрлӗ пӑтӑрмаха сириччен асӑрхаттарни ҫӑмӑлрах

Шупашкарти регионсем хушшинчи суту-илӳпе курав центрӗнчен ҫынсене эвакуацилеме тиврӗ. Унта ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Телее, ку чрезвычайлӑ лару-тӑру тытӑмӗнче ӗҫлекенсен ӑсталӑхне туптас тӗллевпе ирттернӗ вӗренӳ пулчӗ.

Сценари тӑрӑх пушар кинотеатр залӗнче алхасма пуҫланӑ, хӑвӑрт сарӑлнӑ. Кун пек чухне кашни ҫеккунт шутра. Пушара хирӗҫ кӗрешекенсем ҫитиччен хӑйсем тӗллӗн 350 ҫын урама тухнӑ, ҫунакан центрта вуннӑн юлнӑ. Вӗсен тӗтӗмпе чыхӑнса вилес хӑрушлӑх пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем инкеке лекнисене кислород маски тӑхӑнтартса уҫӑ сывлӑша илсе тухрӗҫ. Ҫакӑн пек вӗренӳсен пӗлтерӗшӗ пысӑк. Тӗрлӗ службӑсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ, ӑсталӑхне ӳстереҫҫӗ. Уйрӑмах халӑх йышлӑ пухӑнакан ӗҫ-пуҫа хатӗр пулмалла. Аса илтеретпӗр, ыран регионсем хушшинчи суту-илӳпе курав центрӗнче "Ҫӗрулми 2024" форум уҫӑлать.


Диана Иванова