Тӗрлӗ ӑрури ҫынсене пӗрлештерекен уяв

Шупашкарта ҫемьесен парачӗ иртрӗ. Ӑна иккӗмӗш хут йӗркелерӗҫ. 

Оркестрсӑр парад та парад мар. Ҫемьесен уявне те чӗрӗ музыка илем кӳчӗ. Пысӑк йыш Анне палӑкӗ умӗнчен тапранса  кӳлемӗшпе утса тухрӗ. Чи пӗчӗккисен кӑмӑлне юмах сӑнарӗсем хӑпартрӗҫ. 
Асаннесемпе асаттесем те парадран юлмарӗҫ. Ачисемпе манукӗсене тӗрев пачӗҫ. Уяв тӗрлӗ ӑрури, пӗр шухӑшлӑ ҫынсене пӗрлештерчӗ.

Республикӑри туслӑ ҫемьесем ҫакӑн евӗр парада иккӗмӗш хут хутшӑнаҫҫӗ. Шупашкарпа пӗрлех вун-вун тӗрлӗ хулара савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫ йӗркеленӗ. Ҫапла майпа мӗн пур хастар ҫемьесене пӗрлештерсе чи маттурисене, нумай ҫул килӗштерсе пурӑнакан мӑшӑрсене чыслаҫҫӗ. Чӑваш Патшалӑх Канашӗн председательне Леонид Черкесова та мӑшӑрӗпе Надежда Николаевнӑпа сцена ҫине йыхравларӗҫ. Вӗсем 35 ҫул пӗрле.

Шупашкар епархийӗ ячӗпе ҫавра ҫулне паллӑ тӑвакан пачӑшкӑсен ҫемйисене, чиркӳпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлекенсене те палӑртрӗҫ. Уяв Петрпа Феврони ҫветтуйсен палӑкӗ умӗнче иртрӗ. Ҫемьесен телейӗшӗн кӗл те турӗҫ, концертпа та савӑнтарчӗҫ. Ҫемье ушкӑнӗсем гитара ҫеммипе юрӑ юрласа пухӑннисене парне турӗҫ.

 

Вероника Павлова, Игорь Ульянов