Ку пӗлӳ ҫуртӗнче анлӑ ӗҫ кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗччен пынӑ. Ҫак вӑхӑтра шкул тултан та, шалтан та тӗпрен ҫӗнелнӗ. Дмитрий Захаров сӑмахӗпе, малтанхи ҫуртран никӗсӗпе стенисем ҫеҫ юлнӑ. Ҫакна вӑл ҫӗнелнӗ классене, акт тата спорт залӗсене кӗрсе курнӑ май палӑртрӗ.
Ҫуртӑн тул енне, чӳречисене, стенисемпе маччисене, шалти коммуникацисене тӗпрен улӑштарнисӗр пуҫне вӗренӳ фондне, сӗтел-пуканпа техникӑна та ҫӗнетнӗ. Физкультура урокӗсене хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан залра ирттерни вара тата ытларах ачана спорта явӑҫтарма пулӑшӗ.
Канашри 3-мӗш шкулта 940 ача пӗлӳ илет, 63 педагог тӑрӑшать. Унсӑр пуҫне 60 шӑпӑрлан ҫӳрекен ача сачӗ те кунтах вырнаҫнӑ. Тӑван шкулсӑр тунсӑхланӑ ачасем улшӑнусемшӗн уйрӑмах хавас. Пӗлӳ ҫурчӗ вӗсене ҫуталса капӑрланнӑ коридорсемпе тата классемпе кӗтсе илнишӗн чунтан хӗпӗртенӗ вӗсем.
Шкула ҫӗнӗ компьютерсемпе, ноутбуксемпе, 3Д принтерсемпе, проекторсемпе тивӗҫтерни вӗренӳ процессне кӑсӑклӑрах тума тата хушма ӗҫсем йӗркелеме самай ҫӑмӑллӑх кӳнине палӑртрӗҫ учительсем.
Вӗренӳ министрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра пурӗ 6 пӗлӳ ҫуртне ҫӗнетме федераци тата республика хыснисенчен пӗр миллиард ҫурӑ тенкӗ тӑккаланӑ. Шкулсене тӗпрен юсамалли программа 2028-мӗш ҫулччен пырать. Ҫак вӑхӑтра регионти кашни 2-мӗш шкула ҫӗнетмелле.
Оксана Верликова, Виктор Степанов