Фермер ӑркай ҫитӗнтерет. Ултӑ ҫул каялла ӗҫе пуҫӑннӑ вӑл. Ал-ура ҫавӑрса яма Евгений Новикова "Агростартап" грант пулӑшнӑ. Тахҫан ферма пулнӑ вырӑна йӗркене кӗртнӗ, пулӑ ӗрчетме бассейнсем тунӑ, скважина чавнӑ, мӗн кирлине туяннӑ. Унтанпа хуҫалӑх аталанса тӗрекленни куҫкӗрет.
Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Евгений Новиков патӗнче хӑнара 2022-мӗш ҫулта пулнӑччӗ. Ун чухне ӑркай тӑватӑ бассейра ишсе ҫӳретчӗ, юнашарах шыв чӗрчунӗ валли ҫӗнӗ ҫуртсем ӑсталатчӗҫ. Паянхи кун вара 54 бассейнра 72 пине яхӑн пулӑ ҫитӗнет.
Виҫӗ ҫул каялла фермер "Перспектива" грант хуҫи пулса тӑнӑ. 8 миллион тенке ферма ҫурчӗсене ҫӗнетме, электричествӑпа автономлӑ майпа тивӗҫтерекен тата консерв тумалли хатӗрсемпе сивӗтмӗшсем туянма усӑ курнӑ. Пӗлтӗр Евгений Новиков 22 тонна чӗр тавар илнӗ. Ку палӑртнинчен 4 тонна ытларах. Фермерӑн тӗллевӗ - агротуризма аталантарасси. Сӑмах май, ҫак ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене вӑл Фермер шкулӗнче тӗпченӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хуҫалӑх ӗҫӗпе кӑмӑллӑ юлчӗ. Чӗр тавара тирпейлеме пуҫличчен суту-илӳ брендне ҫирӗплетме сӗнчӗ.
- Туристсене илӗртмелли майсем пирки те шутласа пӑхмалла, эпир вара пулӑшма хатӗр, - терӗ Олег Николаев Евгений Новикова ӑнӑҫу суннӑ май.
Екатерина Фомина, Сергей Емельянов