Тӑвай тӑрӑхӗнчи Енӗш Нӑрвашра СССР халӑх артисчӗн Вера Кузьминан музей пӳлӗмне уҫрӗҫ

Сцена ӑсти ҫак ялта ҫуралса ӳснипе ентешӗсем уйрӑмах мӑнаҫланаҫҫӗ. Музей пӳлӗмне "Ниме - халӑх хысни" программӑпа килӗшӳллӗн тунӑ.

Хыҫа юлнӑ пилӗк ҫула илсен, ҫак Культура ҫурчӗпе ун йӗри-таврашне хӑтлӑлатма, тӗрлӗ хатӗрпе, сӗтел-пуканпа тивӗҫтерме, юсаса ҫӗнетме республика хыснинчен те "Культура" тата ытти программӑпа укҫа-тенкӗ самай уйӑрнӑ, ял халӑхӗ те сахал мар тӑрӑшнӑ. Кунта ҫамрӑксемпе ача-пӑчашӑн илӗртӳллӗ вырӑн пулса тӑнӑран енӗшнӑрвашсем ҫине тӑрсах Вера Кузьмина СССР халӑх артисчӗн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ, пултарулӑхӗ ҫинчен тӗплӗн каласа паракан экспонатсем пуҫтарма тытӑннӑ. Экспозицие Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 105 ҫул ҫитнӗ тӗле уҫнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн "Ниме - халӑх хысни" программипе пурнӑҫа кӗртнӗ проект 575 пин тенке ларнӑ, ҫак сумран 460 пинӗ - республикӑран.

Кунта - Вера Кузьмина тивӗҫнӗ наградӑсем, паха сӑн ӳкерчӗксем, вӑл тӗрлӗ ҫулта тӗлӗнмелле вӑйлӑ выляса театрпа тӑван халӑх ятне ҫӗкленӗ спектакль афишисем. Мухтавлӑ ентешӗн экспозицине пуянлатма артист 70 ҫул ытла ӗҫленӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ те, тӑванӗсем те нумай пулӑшнӑ.

Сумлӑ хӑнасене Вера Кузьмина Мускавра "Ылтӑн маска" наци театр премине илнӗ самантсене те кӑтартрӗҫ. Ялти Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх театрӗн режиссёрӗ Зоя Васильева - ҫак музее йӗркелес ӗҫе пуҫарса яраканӗ. Вӑл Вера Кузьминична репертуарӗнчи Петӗр Хусанкай сӑввисене вуласа пачӗ.
Мухтавлӑ ентешсен еткерне ҫапла упрани ялӑн ят-сумне ҫӗклет, ҫамрӑксене тӑван культурӑпа ӳнере ытларах хаклама хӑнӑхтарать. Туристсене кӑсӑклантарасса та шанас килет.

 

Марина Карягина, Сергей Емельянов