Тӑватӑ пӗртӑван хӑйсен ирӗкӗпе Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме кайнӑ

Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлемелли кун Раҫҫей каналӗпе Пушкӑртстанра пурӑнакан чӑваш хӗрарӑмӗпе унӑн ятарлӑ ҫар операцийӗнчи тӑватӑ ывӑлне кӑтартнӑччӗ. Эпир халӗ Ӗпхӳри ӗҫтешсемпе ҫыхӑнтӑмӑр. Вӗсем пулӑшнипе сюжет хатӗрлерӗмӗр.

Раҫҫейӗн хӳтӗлев министерстви йыхравланипе тӗп хулана уяв концертне кайса килни ҫинчен Наталья Иванова хумханса аса илет. Тӗлпулу уншӑн та, ятарлӑ ҫар операцийӗнчи тӑватӑ ывӑлӗшӗн те кӗтменлӗх пулнӑ.

"Ертсе пыракансем пирӗн ҫемьепе паллаштарнӑ хыҫҫӑн тӑватӑ ывӑл та сцена ҫине тухаҫҫӗ тесен шалт тӗлӗнтӗм. Ачамсем ман пата зала ансассӑн савӑнӑҫ куҫҫульне аран тытса чартӑм. Шел, ашшӗ ҫак куна пурӑнса ҫитеймерӗ, вӑл та ывӑлӑмӑрсемпе мӑнаҫланӗччӗ" - тет Наталья Валерьевна. Пушкӑртстанри Давлекан районӗнчи Канчӑлав ялӗнче пурӑнакан Ивановсен ҫемйинче пилӗк ача ҫитӗннӗ. Тӑватӑ ывӑлӗ хӑйсен ирӗкӗпе Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме кайнӑ.

Аслӑ ывӑлӗ, "Мишка" ятпа ҫӳрекенскер,  юсав ротинче взвод командирӗ, аслӑ сержант, унпа пӗрле - чи кӗҫӗнни, "Чуваш" ятпа ҫӳрекен 22-ри шӑллӗ, уйрӑм командирӗ, сержант. Йӗкӗрешсенчен пӗри - "Леший" - разведчик, механик-радиотелефонист, аслӑ сержант, тепри - "Уфа" - батальонри водитель-электрик. Тӑватӑ паттӑр та Суворов медальне, "За боевое отличие", "За воинскую доблесть" медальсене, "Отважный" кӑкӑрум паллине тивӗҫнӗ.

Ивановсен класс ертӳҫи пулнӑ Лена Николаева каласа панӑ тӑрӑх, пӗртӑвансем мӗн пӗчӗкрен спорта юратнӑ, яланах тӗрӗслӗхшӗн тӑма хӑюлӑх ҫитернӗ, яваплӑ пулнӑ, хӑйсене нихҫан та кӳрентерме паман. Наталья Ивановӑна ывӑлӗсене тивӗҫлӗ патриотла воспитани панӑшӑн "Амӑшӗн мухтавӗ" медальпе чысланӑ.

 

Марина Карягина