Ял хуҫалӑх пасарӗ 4 пин те 200 тваткал метр лаптӑк йышӑнать. Ку вӑл фермерсен хӑйсен таварне тӳрремӗн халӑх патне ҫитермелли вырӑнӗ пулӗ. Хуҫалӑх ертӳҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, кун пекки хальлӗхе Раҫҫейӗпе те ҫук.
Сад-пахча ҫимӗҫпе йӑтӑннӑ вӑхӑтра, вӑрман пӗр шелсӗр тӗрлӗ кучченеҫ сӗннӗ тапхӑрта агромаркет сентрисем те пӗринчен тепри пуян. Канашри вӑрман хуҫалӑхӗ, сӑмахран, ҫут ҫанталӑк пурлӑхӗпе туллин усӑ курма тӑрӑшать.
Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, фермерсем валли тивӗҫлӗ майсем туса панӑ. Агромаркетра тавар сутакансене вырӑн тара илнӗ укҫана та 60 процент таранах тавӑрса параҫҫӗ. Туянакансем пирки те проект шайӗнчех шутланӑ. Халӑх валли кану кӗтесӗсем, апатланмалли темиҫе лапам йӗркеленӗ. Продукци хакӗ те пысӑках мар. Пасар уҫӑлнӑ кунах курма пынисем пирӗн тӑрӑхра чӑннипех те ӗҫчен те тӗрлӗ енлӗ аталанакан ҫӗр ӗҫченӗсем пурӑннине палӑртрӗҫ.
Агромаркет харӑсах пин ытла ҫынна йышӑнма пултарӗ. Суту-илӳ тӑвакансем валли те, курма килекенсем валли те вырӑнӗ ҫителӗклӗ.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров