Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче те, халӑх пурнӑҫӗнче те хастарлӑхпа палӑрса ырӑ ятпа юлнӑ

Ҫӗнтерӳ юбилейне халалласа Шупашкарта Петр Теплов ветеран ячӗпе асӑну хӑми уҫрӗҫ.

Петр Николаевич мӗн виличчен Павлов мичман урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра пурӑннӑ. Халӗ вара халӑх йышлӑ иртсе ҫӳрекен вырӑнта, ҫак пӳрт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарчӗҫ. Петр Теплов 1923-мӗш ҫулта Елчӗк ҫумӗнчи Патреккелте ҫуралнӑ. Шкул пӗтерсе юлашки экзамена тытса ӗлкӗрнӗ-ӗлкӗрмен - вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Кӗҫех, аслӑ пӗлӳ илме ӗмӗтленнӗ ҫамрӑк фронта тухса кайнӑ. Муромра связиста вӗренсен ҫара ҫыхӑнупа тивӗҫтернӗ. Хӑюллӑхпа паттӑрлӑхшӑн орден-медальсене тивӗҫнӗ. Вӑрҫӑ пӗтсен те килне тӳрех таврӑнман салтак, Туркменире хӗсметре тӑнӑ. 47-мӗш ҫулта Чӑваш Ене ҫитсен ҫемье ҫавӑрса тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ. Ленинградри аслӑ парти шкулне пӗтерсе чылай ҫул парти тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Пӗр вӑхӑт Петр Николаевич Республикӑри патшалӑх ӗҫченӗсен профсоюз обкомӗн председателӗ те пулнӑ.

 

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов