Тӑван ҫӗршыва хисеплеме вӗрентеҫҫӗ

Раҫҫейри ветерансен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ студентсемпе кӑсӑклӑ тӗлпулусем йӗркелет. Ҫак кунсенче вӗсем педуниверситет ҫамрӑкӗсемпе калаҫусем ирттереҫҫӗ, пӗрле ларса фильмсем пӑхаҫҫӗ.

Физкультурӑпа спорт тата химипе биологи факультечӗсенче вӗренекен студентсем ҫар ветеранӗсемпе иртекен тӗлпулӑва пысӑк хавхаланупа хутшӑнчӗҫ. Ҫак ҫамрӑксенчен нумайӑшӗ хӑйсем те пулас хӳтӗлевҫӗсем темелле. Ҫавӑнпа та хисеплӗ ватӑсем каласа кӑтартнине тимлесех итлерӗҫ.

Ветерансен пӗрлешӗвӗ Тимченко фончӗпе тачӑ ҫыхӑнура пулса студентсене "Ӗҫ ҫынни" ярӑмри документлӑ фильмсемпе паллаштартать. Вӗсене курса ҫамрӑксем тӑван тӑрӑхпа ҫуралса ӳснӗ ҫӗршыва хаклама, аслисемпе ваттисене хисеплеме, вӗсене ытларах тимлӗх тума вӗренеҫҫӗ. 
Умра вара ҫӗнӗ тӗлпулусем. Ветерансем университетпа пӗрле ҫирӗплетнӗ йӗркене пӑхӑнса ытти факультетсенчи студентсемпе те кино курса ҫакӑн евӗр ӑшӑ калаҫусем ирттерӗҫ.

 

Алексей Енейкин, Михаил Солин